Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Депутатсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ

Депутатсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ

Çитес вăхăтра пирĕн района пысăк улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Ял тăрăхĕсене пĕрлештернĕ хыççăн вĕсем пурте Чăваш Республикин Канашри муниципаллă округăн йышне чăмăртанĕç. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Канашри муниципаллă округăн депутачĕсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата хулапа район прокурорĕ Сергей Фирсов хутшăннă.

Сергей Михайлов çĕнĕрен суйланнă депутатсене сасăлавра çĕнтернĕ ятпа саламланă, вырăнти муниципаллă округ малашлăхĕшĕн тухăçлă ĕçлесе пыма ăнăçу тата çирĕп сывлăх суннă. Канашри муниципаллă округăн пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвне уçма аслă ÿсĕмри депутата Галина Харитонована ирĕк панă.

Чăваш Республикин Канашри муниципаллă округăн депутачĕсен суйлавĕ мĕнле иртнине администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан — кадр ĕçĕсемпе тимлекен пай пуçлăхĕ Татьяна Владимирова паллаштарнă. Уçă сасăлав мелĕпе депутатсен çĕнĕ йышне ертсе пыма Сергей Шернене суйланă, вăл 23-мĕш номерлĕ сасăлав округĕнче суйланнă депутат.

Ларура депут корпусĕн малашлăхри çул-йĕрне сÿтсе явнă. Вырăнти хăй тытăмлăх представителлĕ органĕсен тата 24 ял тăрăхĕнчи депутатсен полномочийĕсем вăйне çухатнине йышăну туса çирĕплетнĕ. Çавăн пекех Канашри муниципаллă округăн пуçлăхне палăртма конкурс йĕркелесси çинчен пĕлтернĕ.

Канашри муниципаллă округа, пуçлăх çĕнĕ должноçа йышăниччен, район пуçлăхĕ Сергей Шерне ертсе пырĕ. Муниципаллă округ пуçлăхне конкурса тăратнă кандидатсен йышĕнчен депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче суйлĕç.

Канашри муниципаллă округăн депутачĕсен пĕрремĕш йĕркелÿ ларăвĕнче пĕтĕмпе 25 ыйту пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăну тунă.

Ирина КОНСТАНТИНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *