Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Ял хуçалăх производствинче — 40 çул

Ял хуçалăх производствинче — 40 çул

Юрий Александров 1952 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче, Таса Турă Амăшĕн Пукрав кунĕ, Канаш районĕнчи Энтриялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Тăван ял шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, 1975 çулта инженер-механик дипломне илнĕ хыççăн пирĕн районти Киров ячĕллĕ колхозра хăрушсăрлăх техникин тата ĕç сыхлавĕн инженерĕнче вăй хума тытăннă.

1976 çулта Юрий Александрова Совет Çарĕн ретне илеççĕ. Хĕсметрен таврăнсан вăл тăван колхозра малтан ĕç сыхлавĕн инженерĕнче, каярахпа тĕп инженерта ĕçлет.

Çамрăк специалист хуçалăхри йывăр ĕçсене механизацилеме пикенет. Энтриялпа Шăхасан салисенче тырă типĕтмелли КЗС-20Ш комплекссем туса лартаççĕ. Çĕр улми кăлармалли икĕ комбайн туянаççĕ, Атнаш ялĕнче çĕр улми сортламалли КСП-25 пункта вырнаçтараççĕ. Юрий Иванович тĕп инженерта 10 çул хушши тăрăшса ĕçлет.

1987 çулта ăна колхоз председателĕн çумне суйласа лартаççĕ, унта вăл 30 çул хушши, мĕн пенсие тухичченех ĕçлет. Председатель çумĕн ĕç сыхлавĕн, строительство, выльăх-чĕрлĕх усрамалли çуртсене юсас тата газификацилес ыйтусемпе ĕçлеме тивет.

Юрий Александров колхоз председателĕн çумĕ пулса ĕçленĕ тапхăрта Атнашпа Калиновка, Çĕнĕ Пинер ялĕсенче Культура çурчĕсем, Шăхасанпа Энтрияль салисенче ача сачĕсем туса лартаççĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Пинер, Сител, Калиновка, Энтрияль, Хыçалкас ялĕсенче асфальт сарнă 23 километр тăршшĕ çул тăваççĕ.

1990 çулта колхоз çулталăк- ра 200 тонна сысна самăртмалли комплекса хута ярать. Юрий Александров ертсе пынипе хуçалăхра 10 çул хушшинче 55 гектар çинче вăрман лартнă. Ун пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 355 гектара çитнĕ. Колхозри строительство бригадисенче 36 çын ĕçленĕ.

Киров ячĕллĕ хуçалăх ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес, сĕт суса илес, аш-какай туса илес енĕпе пысăк çитĕнÿ-сем тунă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Юрий Ивановича темиçе хутчен те хаклă парнесемпе, районăн Хисеп хучĕсемпе чыс тунă. Вăл темиçе хутчен те вырăнти Советсен, Канаш районĕнчи депутатсен пухăвĕн депутатне суйланнă. 1991 çулта ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. Ял хуçалăх производствинче нумай çул хушши пĕтĕм вăя парса ĕçленĕшĕн Юрий Ивановича 1991 çулта Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

2011 çулта республикăра ирттернĕ «Чăваш Республикинчи ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ» конкурсра 3-мĕш степеньлĕ Диплом илме тивĕç пулнă.

Юрий Ивановичăн колхозри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 40 çул пĕр ĕçре — ял хуçалăх производствинче. Вăл паянхи кун та, канăçа пĕлмесĕр, обществăлла ĕçсене хутшăнать, Канаш районĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçин заместителĕнче тăрăшать.

Мăшăрĕпе, Зояпа, виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ, Николай, чÿрече рамисене пластик- ран тăвакан цехра мастерта тăрăшать, хĕрĕ, Людмила, психолог-тухтăр, кĕçĕнни, Алексей, КамАЗ автомашинăпа Мускав — Пекин автотрассăпа грузсем турттарать. Александровсен 7 мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук.

Паян Александровсен çемйинче — пысăк уяв. Çемье пуçлăхне чаплă юбилейпа саламлама вĕсем патне ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пухăнĕç. Юрий Александрова эпĕ те чылайранпа пĕлетĕп. Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче «Коммунизмшăн» (хальхи «Канаш ен») хаçатра Юрий Александрова халалланă тĕрленчĕк пичетленнĕччĕ. Тĕрленчĕкĕн авторĕ — хаçат корреспонденчĕ Василий Лапинчĕ. Юрий Иванович, сире çак чаплă юбилейпа чунтан-вартан саламлатăп, нумай-нумай çул пурăнма сывлăх сунатăп, обществăлла ĕçсене хутшăнма патварлăхпа хастарлăх сунатăп.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code