Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Наградăпа саламлатпăр

Наградăпа саламлатпăр

Иртнĕ канмалли кун Правительство çуртĕнче республикăри ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсене тĕрлĕ шайри наградăсемпе чысланă.

Савăнăçлă мероприятие аграрисен професси уявне халалланă пулнă. Ял хуçалăхĕнче ырми-канми ĕçпе пысăк хисепе тивĕçнĕ хастарсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич чысланă.

Сумлă наградăна тивĕçнисен йышĕнче Киров ячĕллĕ ЯХПК водителĕ Юрий Егоров та пулнă. Ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ят панă. Юрий Павлович агропромышленность комплексĕнче 34 çул ытла тăрăшать. Ентешĕмĕре сумлă награда илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *