Пятница, 26 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хĕвел çаврăнăшĕ пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать

Хĕвел çаврăнăшĕ пуçтарас ĕç вĕçленсе пырать

Республикăра хĕвел çаврăнăшĕ çитĕнтерме тытăннă хыççăн комбайнсене уй-хирте чÿк уйăхĕнче кăна мар, раштав уйăхĕнче те асăрхама пулать. Куншăн тĕлĕнме пачах та кирлĕ мар. Çанталăк сивĕтнĕ тĕле хĕвел çаврăнăшĕнче çу шайĕ йĕркене кĕрет, шăнтсан — тĕшĕсенче нÿрĕк шайĕ чакать.

Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне районта хĕвел çаврăнăшне уйран пуçтарса кĕртнĕ пулнă. Кăçал ку тапхăр кăшт каярах куçрĕ. Çакă кĕрхи çанталăкăн вылянчăк кăмăлĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Йĕпе-сапа хуçаланма тытăнсан уй-хир карапĕсем хĕвел çаврăнăш анисем çине кĕреймерĕç. Çу культурине пухма «Канмаш» агрофирма ĕçченĕсем юпа уйăхĕн вĕçĕнчех пуçăннăччĕ. Унччен маларах вĕсем хĕвел çаврăнăш уйĕсене десикациленĕ. Им-çам ÿсен тăрана типĕтет, хĕвел çаврăнăш пуçĕ малалла текех аталанмасть. Кун пек чухне кашни тĕшше уйран пĕр çухатусăр пуçтарса кĕртме пулать.

«Канмаш» агрофирмăра хĕвел çаврăнăшне кăçал 900 гектар çинче çитĕнтернĕ. Çу культурин уйĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Уй-хир ĕçĕсемпе паллашма пынă вăхăтра техника Ухман ялĕ çывăхĕн-че ĕçлетчĕ. Уй-хир карапĕсен штурвалĕсене Владимир Даниловпа Константин Павлов комбайнерсем тытса пыраççĕ, вĕсене Геннадий Егоров пулăшать. Алексей Николаев водитель тухăçа Камаз автомашинăпа склада турттарать. Управа хуриччен хĕвел çаврăнăшне типĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *