Среда, 24 апреля, 2024
Главная > Публикации > Вĕрентекен пулма шăпа хăй пÿрнĕ тейĕн, чăн та, çакна епле-ха хирĕçлейĕн…

Вĕрентекен пулма шăпа хăй пÿрнĕ тейĕн, чăн та, çакна епле-ха хирĕçлейĕн…

Нумаях пулмасть Шаккăл ялĕнче пурăнакан Луиза Васильевна Прокопьева ?Васильева/ 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вĕрентекенсен çем- йинче çуралнăскер хăй те ачасене шкулта 37 çул ытла вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Мăшăрĕ Михаил Прокопьевич та пурнăçне ачасене пĕлÿ парассине халалланă, шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Кукамăшĕпе юлнă

Луиза Васильевнăпа мăнукĕн хулари хваттерĕнче тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Тăхăр теçетке урлă каçнă кинемее çывăх çыннисем хĕл каçма Канаша илсе килеççĕ. Хĕл кунĕсенче ватă çынна тухса çÿреме çăмăл мар, пăрлă тата шуçлак картишĕнче ÿксе аманасси те часах. Çулла Луиза инке ялта пĕчченех пурăнать, кил хушшинче кăштăртатать, тулăх пахча çимĕç туса илет. Унччен маларах выльăх та тытнă. Халĕ чĕрĕ чунсенчен хуçалăхра икĕ мăрăлти кушакĕ çеç юлнă. Вĕсемпе ватă çын ачи-мăнукĕ хуларан яла таврăниччен пĕчченлĕх тунсăхне сирет.

Сăмах çăмхине сÿтнĕ май Луиза Прокопьева ачалăх çулĕсене таврăнчĕ, ашшĕпе амăшне тата пĕртăванĕсене ăшăпа аса илчĕ.

— Атте, Василий Кузьмич, малтанхи çулсенче Шаккăлти тăватă çул вĕренмелли пĕлÿ çуртне ертсе пынă. Вăл Асхва, Янкăлч тата Мăкăр шкулĕсенче те ĕçленĕ. Анне, Александра Никитична, медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ, анчах шăпа ăна та вĕрентÿ тытăмĕпе çыхăнтарнă. Аттепе аннен тата пирĕн, вĕсен ачисен, пурнăç çулĕ епле çаврăнса тухни çинчен те каласа кăтартăп ак, — терĕ тăнĕпе çирĕп калаçакан кинемей.

Калаçуран Луиза Васильевна çемьери виççĕмĕш ача пулнине пĕлтĕм. Ун умĕнхи икĕ ачи тĕрлĕ сăлтава пула çĕре кĕнĕ. Каярах Кузьминсен тепĕр виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çут тĕнчене килнĕ. Луиза Васильевнăн ашшĕ те, амăшĕ те аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ пулнă. Ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе вĕсем иккĕшĕ те Мускав хулине тухса кайнă.

— Эпĕ ун чухне пиллĕкре пулнă. Мана кукамай патĕнче ялта хăварнă. Анне Мускаври медицина институтне вĕренме кĕнĕ, атте сĕт-çу промышленноçĕн аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕвне малалла аталантарнă. Диплом илсен çамрăк специалиста Горьки- йĕнчи гормол завода ĕçлеме янă, унта вăл инженер пулса тăрăшнă. Горькийĕнче пурăннă çулсене лайăх астăватăп. Çемьепе Атăл çинче пăрахутпа ярăннă самантсене епле манăн. Шел, асăннă хулара медицина енĕпе аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕ пулманнипе аннен тухтăр пулас ĕмĕчĕ пурнăçланайман, _ терĕ Луиза Васильевна.

Хаяр вăрçă тискерлĕхĕ

Горькийĕнче икĕ çул ĕçлесе пурăннă хыççăн Василий Кузьмича сĕт-çу промышленноçĕнче илнĕ пысăк ăсталăха студентсене вĕрентме шаннă. Çакăн хыççăн çемье Калуга облаçне куçса кайнă. Унта çав çулсенче Гурьев помещик именийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ техникум пулнă. Вăл вăрман варринче илемлĕ вырăнта ларнине палăртрĕ аса илÿ авăрне лекнĕ кинемей. Куçса килнĕ çемьене капмар çуртăн виççĕмĕш хутĕнче виçĕ пÿлĕмлĕ хваттере вырнаçтарнă. Çемьере çав тапхăрта тăватă хĕр çитĕннĕ.

— Калуга облаçĕнче пиллĕкĕмĕш тата улттăмĕш класс пĕлĕвĕ илтĕм. Çиччĕмĕш класа куçсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ, — çав хăрушă та тискер самантсене вăрçă ачи куççуль витĕр аса илчĕ. — Тăшман Мускава тытса илесшĕн. Самолетсем пирĕн урлă тĕп хула çине вĕçеççĕ. Вĕсем тискеррĕн пуç çийĕн уласа иртни халĕ те хăлхара. Мускав çывăхне самолетсене сыхлавçăсем пыртарман, палах, çавна май бомбăсене вĕсем каялла таврăннă чухне тĕлли-паллисĕр пăрахса хăваратчĕç. Вăрман кисренсе тата чĕтренсе тăратчĕ, техникумăн тата хваттерсен чÿречисем ванса тăкăнатчĕç. Çак синкерлĕ самантсене урамра кĕтсе ирттереттĕмĕр, унсăрăн çурт ишĕлчĕкĕ айне пулас хăрушлăх пысăкчĕ.

Вăрçă пуçлансан техникумра занятисем иртмен. Вĕрентекенсемпе аслă ÿсĕмри арçынсем партизансен отрядне йĕркелесе тăшмана хирĕç кĕрешнĕ.

— Пĕр ирхине атте хваттере чупса кĕчĕ те хăвăрттăн пуçтарăнма каларĕ. Тăшман Калуга хулине тытса илнĕ иккен. Пирĕн пата çитесси 10-15 çухрăм çеç юлнине пĕлтерчĕ. Таçтан лаша тупса килчĕç. Техникум директорĕн çемйине тата вĕтĕр-шакăр ачасене лав çине лартрĕç. Директор аттене ятарлă хут тыттарчĕ, вăл çемьене эвакуациленине çирĕплетекен документ пулнă. Эпир, айвансем, лав çине ларнă та кукамай патне таврăнатпăр тесе савăнăçлăн пуплесе пыратпăр.

Тăван тăрăха таврăнни

Кĕçех лав Таруса юхан шывĕ хĕррине тухнă. Тăшман вирлĕ вут-хĕм тăкнă, лашана тăтăшах пысăк йывăçсен вулли айне тăратса пытарма тивнĕ. Чугун çул хĕррине çитсен çынсене тавар пуйăсĕн вакунĕсем çине лартса Мускава илсе çитернĕ. Тавар пуйăсĕпех çемье Чăваш Ене таврăннă. Çул-çÿрев пĕр эрнене тăсăлнă.

— Кукаçипе кукамайăн виçĕ ывăлĕ фронта тухса кайнă. Кукаçи астмăпа хытă аптăратчĕ. Эпир Шаккăла эвакуаципе çитсен пире хупăллă çĕр улми пĕçерсе çитерчĕç. Вăрçă çулĕсенче çимелли питех пулман, эпир уншăн та питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Василий Кузьмич ĕç шыраса вырăнти çут ĕç пайне çитнĕ. Унта ăна Комсомольски районĕнчи шкулсене кайса пăхма канаш панă. Тăманлă Выçли шкулĕнче шăп та ĕç тупăннă. Ăста педагога завуча лартнă. Нумаях та ĕçлеймен, арçыннăн çара кайма ят тухнă. Куçĕ япăх курнипе служба ĕç фронтĕнче иртнĕ, вăл заводра ытти тыл ĕçченĕсемпе пĕрле снарядсем тунă.

— Тăманлă Выçли шкулне атте çемьепех куçса кайрĕ, анне унта кĕçĕн классене вĕрентме тытăнчĕ. 1942 çулта шăллăм çут тĕнчене килчĕ. Эпĕ Каçал тăрăхĕн-че тырă вырма вĕрентĕм, — терĕ Луиза Васильевна пÿрни çинчи çурла каснă хыççăн тÿрленнĕ суран йĕрне кăтартса. — Калама çук шăрăх çанталăк тăратчĕ, пуçа кĕлтесенчен тунă çĕмел сулхăнне чиксе сивĕтеттĕмĕр. Каçалăка вырса тухсан ÿкнĕ пучахсене хутаçа пуçтараттăмăр. Бригадир питĕ çирĕп ыйтатчĕ, ана çинче пучах тупсан хытă ятлатчĕ. Çĕрле авăн çапаттăмăр. Шкул ачисем вĕренÿрен каннă тапхăрта анне те хуçалăх ĕçне хастар хутшăнатчĕ.

Йывăр пулсан та тÿснĕ

Вĕрентекенсене хĕллехи вăхăтра çурта хутса ăшăтма вутă уйăрса панă. Александра Никитична ăна аслă хĕрĕпе вăрманта хатĕрленĕ.

— Вăрмана аннепе иккĕн каяттăмăр. Пĕве кĕрсе пыракан хĕрĕн ăçтан вăй пултăр ĕнтĕ. Йывăçсене хамăр касса тÿнтереттĕмĕр, унтан сыплаттăмăр. Анне ĕç ăнăçман чухне куççульпех макăрса яратчĕ. Эх, тертленнĕ…

Ватă кукамăшне пулăшас тĕллевпе хĕрупраç Тăманлă Выçли ялĕнчен каялла Шаккăла таврăннă. Куршанак çыпăçма ĕлкĕрнĕскер кунта та тÿрех хуçалăх ĕçне пуçăннă. Çуркунне суха касси хыççăн юлакан пысăк муклашкасене ватма тухнă. Çулла выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Кĕркунне тырă вырнă, кайран ăна пур-çук лашасемпе станцие леçме кайнă. Тулли лава вакун çине те хăйсемех пушатнă.

Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче Луиза Шаккăл шкулне çÿренĕ. Тетрадьсем çуккипе ачасем кивĕ кĕнекесем çине çырнă. Классем лайăх ăшăнман, вуттине аслă классем техслужащисемпе пĕрле вăрмана кайса хатĕрленĕ.

— Хĕлле доскана çуса тасатнă хыççăн вăл тÿрех пăрланса ларатчĕ. Пĕлÿ патне туртăннă, пĕри те ÿпкелешмен, — тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ çамрăклăхне аса илсе.

Хĕрупраç тăххăрмĕш класа куçсан яла савăнăçлă хыпар çитнĕ.

— Шкула утатăп. Урамра çынсем хĕвĕшеççĕ. «Вăрçă чарăннă! Вăрçă чарăннă!», — теççĕ. Чылайăшĕ мăшăрĕсемпе ывăлĕсене фронтран кĕтсе илеймерĕ. Кукамайăн та виçĕ ывăлĕ вăрçă хирĕнче пуç хучĕ. Атте, телее, вăрçăран чĕрĕ, сывă таврăнчĕ.

Шăпа вĕрентекен пулмах пÿрнĕ

Вăрçă чарăнсан çемье каялла Калугăна куçса кайнă. Василий Кузьмич техникумра вĕрентме тытăннă. Луиза Васильевна та çав вĕренÿ учрежденийĕнченех вĕренсе тухнă. Сĕт-çу промышленноçĕн техник-технолог специальноçне алла илнĕ çамрăка 1948 çулта Мускав облаçне ĕçлеме кайма направлени панă.

— Ĕçе пуçăниччен пĕр уйăх отпуск вăхăтне палăртнăччĕ. Эпĕ унпа усă курса тăван тăрăха — Шаккăла çитсе килме шутларăм. Тус хĕрпе тĕл пулсан вăл Канашри учительсен институтне вĕренме кĕме шут тытнине пĕлтĕм. Мана хăйĕнпе пĕрле пыма, сочинени çырса пулăшма ыйтрĕ. Килĕшрĕм, хама валли те тема суйласа илтĕм. Кайран комисси манăн тĕрĕслев ĕçне ырласа йышăннине пĕлтĕм, Канашра вĕренес туртăм пуррине аттепе аннене пĕлтертĕм. Вĕсем хирĕçлемерĕç, çапла майпа эпĕ икĕ çул хушшинче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен педагог пулса тăтăм.

Шаккăл шкулĕнче ĕçлеме тытăнсан çамрăк учитель Шупашкарти педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлÿллĕ педагог асăннă пĕлÿ çуртĕн-че 61 çула çитиччен ачасене вĕрентнĕ. Шкулта ĕçленĕ çулсенчех пулас мăшăрĕпе паллашнă. Михаил Прокопьевич Шаккăлта физика предметне ертсе пынă. Çамрăк мăшăр 1954 çулта çемье чăмăртанă. Унта икĕ ывăл çитĕннĕ. Вĕсем Луиза Васильевнăпа Михаил Прокопьевича ?вăл халĕ пирĕнпе çук/ сакăр мăнукпа вун тăватă кĕçĕн мăнук парнеленĕ.

95 çул тултарнă юбиляра çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата вăрăм кун-çул сунатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *