Четверг, 22 февраля, 2024
Главная > Публикации > Пĕрле туслă йышпа кар тăрсан кирек мĕнле пуçарăва та ĕçе кĕртме пулать

Пĕрле туслă йышпа кар тăрсан кирек мĕнле пуçарăва та ĕçе кĕртме пулать

Вăтапуç ял тăрăхне кĕрекен виçĕ ялтан пĕри — Çатăрка Çырми. Вăл пирĕн район урлă иртекен А-151 автоçул çывăхĕнче вырнаçнă. Унччен маларах ялтан асăннă автотрасса çине тухас текенсен çухрăм çурă лаптăка уй урлă парăнтарма тивнĕ. Мĕншĕн тесен çакă Канаша каймалли çула икĕ хут кĕскетме май парать. Енчен те Вăтапуç сали урлă хулана кайма тухсан унăн тăршшĕ 18 километрпа танлашать, уй урлă вара пĕтĕмпе те çичĕ çухрăм ытларах çеç.

Çуллахи типĕ кунсенче тата пĕрремĕш сивĕсем нÿрлĕ çĕр сийне шăнтсан çак мелпе вырăнти халăх унччен те тăтăшах усă курнă. Çумăрлă кунсем пуçлансан, кĕрхи çанталăк пăсăлсан тата уй-хире юр хÿсе кайсан автомашинăсен тÿрĕрен хывнă «навигацийĕ» чарăннă. Кун пек чухне Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансем кăна мар, таврари водительсем те çав чăрмавлă лаптăкра яланхи çул пуласси пирки ĕмĕтленнĕ. Çивĕч ыйтăва ял пухăвĕсенче тăтăшах çĕкленĕ. Тĕрлĕ инстанцие çырупа тухнă. Тен, пуçланă ĕçе вĕçне çитерекен хастарсем пулманран, лав çав-çавах вырăнтан тапранман.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма Александр Федорова суйласан вырăнти администраци çак чăрмавлă ыйту патне пысăк яваплăхпа пынă. Çакăнта пуçлăх хăй те çав тăрăхран пулни, вырăнти çынсен нушине лайăх пĕлнипе канăçсăрлăхне ăнланни тĕп вырăн йышăннă. Ял хастарĕсем çине тăнипе пĕлтĕр çул ыйтăвĕпе Çатăрка Çырми ялĕнче черетлĕ пуху иртнĕ. Проекта вырăнти пуçару программипе ĕçе кĕртме йышăнса хăварнă.

— Ниме бюджечĕ ял халăхĕн пурнăçне ырă енне улăштарма май парать. Çынсем пухура вырăнти çивĕч ыйтусене çĕклеççĕ. Ялта пурăнакан кашни çынна тÿрремĕн пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ объекта пурнăçа кĕртессине пăхса тухаççĕ. Пĕр шухăшлăн сасăласа йышăну тунă хыççăн укçа-тенкĕн пĕр пайне пуçтарма тытăнаççĕ. Республика пуçаруллă хастарсене яланах пулăшма хатĕр, тăкаксен ытларах пайне хăйĕн çине илет. Ял тăрăхĕн бюджечĕ те айккинче юлмасть. Çатăрка Çырми ялĕнчен А-151 автоçул енне выртакан 1 километр та 400 метр тăршшĕ çула та çак мелпех вакă чул сарса çирĕплетме май килчĕ, — каласа кăтартрĕ Вăтапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Федоров.

Кирек мĕнле ĕçе пуçарнă чухне те иккĕленекен çынсемсĕр пулмасть, паллах. Вĕсем çак шухăша халăх хушшинче сарма пăхаççĕ, укçа пуçтарнă тата ĕç тумалла чухне айккинче пăрăнса юлма тăрăшаççĕ. Çатăрка Çырминче те çакнашкал çынсем тупăннă, анчах та çакă тахçантанпа кĕтнĕ пуçарăва вĕçне- хĕрне çитерме чăрмантарман.

— Пухура халăхран укçа пуçтарма мана шанчĕç, — калаçăва хутшăнчĕ пуçару ушкăнĕн хастарĕ Надежда Иванова, — Укçине çынсем пуху саланичченех куçарса пама тытăнчĕç. Пĕр кунта 200 пин тенкĕ пухăнчĕ. Кирлĕ суммăна, 600 пин тенкĕне, эпир пĕр эрне хушшинче пуçтарса çитертĕмĕр. Кашни пилĕк пин тенкĕрен кая мар куçарчĕ. Николай Николаевран тÿрех 50 пин тенкĕ çитрĕ. Вăл Çатăрка Çырми ялĕнче çуралнă, хальхи вăхăтра Çĕпĕрте пурăнать. Чапаев урамĕнче пурăнакансене те уйрăммăн палăртса хăварас килет, вĕсем пĕрлехи ĕçе пурнăçа кĕртме чи нумай укçа хывакансем пулчĕç. Укçан парайманнисем çул çине хăйсем тата ачисемпе тухса ĕçлерĕç. Утă уйăхĕнчен пуçласа çурла уйăхĕччен пынă субботниксене ватти- вĕтти хастар хутшăнчĕ, кашнине пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Çатăркаçырмисен пуçару проекчĕ миллион çура ларнă. Вĕсем ниме бюджечĕн иккĕмĕш тапхăрне лекнĕ май республика çулталăк вĕçĕнче тÿрех укçан пысăк суммипе тивĕçтереймен, çавна май объекта пурнăçлас ĕçе тепĕр çула куçарнă. Çак йышăнăва вырăнта пурăнакансем ырласа йышăннă, çула çу кунĕсенче туни унăн пахалăхĕпе ĕмĕрĕ çине ырă витĕм кÿрессине кашниех лайăх ăнланнă.

Вакă чул киличчен ял çыннисем пулас çулăн никĕсне хывас тенĕ. Çак тĕллевпе кирпĕч ванчăкĕсем сарса тухнă, строительство хатĕрĕпе Василий Гурьев тивĕçтернĕ. Çырмасем тĕлĕнче çурхи шыва çул айĕпе кăларса яма пăрăхсем хурса хăварнă. Тăватă каçăран пĕрне бетон ярсах çирĕплетнĕ. Ятарлă техникăна ял халăхĕн укçипе тара тытнă.

Аукционта строительство ĕçĕсене пурнăçлама «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх выляса илнĕ. Подрядчик, вак чул кÿрсе киличчен, ял халăхĕн вăйĕпе сарнă кирпĕч ванчăкĕсене катокпа пусарса якатнă, çул айккине грейдерпа çĕкленĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче çула хута янă. Халĕ унпа Çатăрка Çырми ялĕнче пурăнакансем кăна мар, çула кĕскетес текен кашни водитель тата çывăхра дача тытакансем те хаваспах усă кураççĕ.

— Çак çул пирĕншĕн ĕмĕтри ĕмĕт шутланнă, — савăнăçне пытармарĕ ял старости Иван Федотов. — Ăна пурнăçа кĕртессишĕн кашни чун-чĕрепе çуннă. Ялта пурăнакансем пĕр шухăшлă пулни укçа-тенкĕне кĕске вăхăтра пуçтарма пултарнинче тата субботниксене кашни хастар тухса ĕçленинче палăрчĕ. Палăртнă ĕçе йĕркелесе пыма пулăшнă пуçару ушкăнĕн хастарĕсене Надежда Иванована, Вячеслав Васильева тата вырăнти депутата Иван Малова палăртса хăварас килет. Вĕсем халăхпа нумай ĕçлерĕç, чылай ыйтăва татса пама пултарчĕç. Хамран çак пысăк стройка ĕçне хутшăннă кашни çынна, вырăнти пуçлăхсемпе республика ертÿçисене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Пĕрле туслă йышпа кар тăрсан кирек мĕнле пуçарăва та ĕçе кĕртме пулать, пĕрлĕхре вăй тесе ахальтен каламан-тăр халăхра. Çак ырă йăлана малашне те çирĕп тытса пырар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code