Среда, 30 октября, 2024
Главная > Публикации > Халăхпа пĕрле сÿтсе яврĕç

Халăхпа пĕрле сÿтсе яврĕç

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Канашри муниципаллă округра, пĕтĕм республикăри пекех, йăлана кĕнĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта округ администрацийĕн пай ертÿçисем, муниципаллă округăн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, вĕренÿ, культура, спорт, экономика тата ытти сферăсенче ĕçлекен организацисенче тăрăшакансем хутшăнчĕç.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăнсен членĕсем халăхпа сÿтсе явма палăртнă тĕп ыйтусем тавра калаçрĕç, чи пĕлтерĕш- лĕ самантсене палăртрĕç. Информкунăн темисен йышĕнче — чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитни. Муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн ертÿçи Лариса Сергеева çак паллă куна халалласа республикăра тата округра ирттерме палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕ. Администрацин тирпей-илем тата территори аталанăвĕн управленийĕн ертÿçи Александр Федоров информкунăн тепĕр темине уçăмлатса типĕ курăка çунтарассинчен асăрханма чĕнсе каларĕ, администраци хыт каяша вăхăтра турттарса тухассине йĕркелеме мĕнле мерăсем йышăннипе паллаштарчĕ.

Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ темăсем шутĕнче: харпăр хушма хуçалăх тытса пыракан хăй тĕллĕн ĕçлекенсене пулăшу кÿресси, сĕт хакне йĕркелесси, халăха çут çанталăк газĕпе тивĕçтернĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси.

Канашри муниципаллă округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕпе Юрий Арлашкинпа Ушанар ялне çитсе халăхпа тĕл пулчĕç. Ял çыннисене сĕте паянхи кун питĕ йÿнĕ хакпа — литршăн 16 тенкĕпе çеç — туянни питĕ пăшăрхантарни палăрчĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче сĕт хакне ÿстерес тесе мĕнле мерăсем йышăнмаллине, хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленни ял çыннисене мĕнле усă тата çĕнĕ майсем панине сÿтсе яврĕç. Халăха пăшăрхантаракан ытти ыйтусене те айккинче хăвармарĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров ертсе пыракан тепĕр ĕçлĕ ушкăн Хучел тата Çĕнĕ Пинер ялĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса информкун темисене сÿтсе яврĕç, вырăнти халăха тÿрремĕн пырса тивекен ыйтусене те хускатрĕç.

Администрацин тирпей-илем тата территори аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Александр Федоров ертсе пыракан ушкăн Ачча тата Пайкилт территори уйрăмĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса çивĕч ыйтусене уçăмлатрĕ. Халăха ял урамĕсене çул сарасси, çĕнĕ социаллă объектсем тăвасси, çÿп-çапа вăхăтра турттарса тухасси тата ытти ыйту пăшăрхантарать. Вĕсенчен кашнинех сÿтсе явса татса пама шантарчĕç.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *