Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче

Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен ятне ĕмĕр асра тытас тата ентешсен мухтавне çитĕнекен ăру патне илсе çитерес тĕллевпе Уçырма ялĕн хастарĕсем Валерий Ивановпа Григорий Петров «Вĕсен ячĕсем халăх чĕринче» ятпа кĕнеке пичетлесе кăларнă.

Кĕнекере ик çĕре яхăн страница. Унта Уçырма территорине кĕрекен ялсенчен вăрçа тухса кайнă ентешсем çинчен туллин вуласа пĕлме пулать. Авторсем кашни ветеран çинчен пуян материал пухса хатĕрленĕ, биографисене сăн ÿкерчĕксемпе иллюстрациленĕ.

Унтах тыл ĕçченĕсемпе çар комиссариачĕн историйĕпе те паллашма пулать. Кĕнеке пысăк тиражпа пичетленсе тухнă пулин те ял çыннисем хушшинче хăвăрт саланнă. Халĕ авторсем кĕнекене хушма тиражпа кăларма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *