Главная > Здоровье > Шăхасанти поликлиника килес çул пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ

Шăхасанти поликлиника килес çул пĕрремĕш пациентсене йышăнĕ

Шăхасан салинче çĕнĕ поликлиника çурчĕ çĕкленни хаçат тусĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Унти стройка епле аталанса пыни çинчен пичет кăларăмĕн страницисем çинче тăтăшах çутататпăр.

Аса илтеретпĕр, сиплев çуртне «Сывлăх сыхлавĕ» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартаççĕ. Вăл хута кайсан ялта пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерсе тăрĕ. Çакна шута илсе çĕнĕ поликлиникăн проектĕнче мĕнпур условие пăхса хăварнă.

Поликлиника пĕрремĕш пациентсене 2024 çулта йышăнĕ. Хальхи вăхăтра строительсем унăн стенисене çĕклесе çитернĕ, тăррине витме хатĕрленеççĕ. Чÿречесемпе алăксене лартас ĕçе кĕçех вĕçлĕç. Шалта электроçутă кĕртеççĕ, шыв тата ăшă системисене вырнаçтараççĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *