Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > 42 çул — медицинăра

42 çул — медицинăра

2020 çулхи раштав уйăхĕнче Тăрăнти фельдшерпа акушер пунктне аслă категориллĕ фельдшер Людмила Осипова ертсе пыма пуçланă. Вăл çак медицина учрежденине «Земство фельдшерĕ» программăпа ĕçе кĕнĕ.

Людмила Осипова медицинăна тин ура ярса пуснă çын мар, унăн ку сферăри стажĕ 42 çулпа танлашать.

«Çынсене усă кÿрекен, «кирлĕ» професси суйлас килчĕ. ФАПсенчи фельдшер – врачăн ĕçĕсене пурнăçлакан пекех. Вăл чирлисене те йышăнать, килĕрен те çÿрет, капельницăсем лартать, уколсем тăвать, юн пусăмне виçет, эмелсем çырса парать, диспансеризаци, профилактика ĕçĕсем ирттерет тата ытти те. Васкавлă пулăшу кÿме те, сезонлă чирсемпе кĕрешме те яланах хатĕр пулмалла. Халĕ ман участокра 555 çын. Пулăшу ыйтма ваттисем те, çамрăксем те килеççĕ», — каласа парать фельдшер хăйĕн ĕçĕ çинчен.

Ултă уйăхра Людмила Болеславовнăран 1100 хут ытла пулăшу ыйтнă, çав шутра 400 хут киле чĕннĕ.

Палăртса хăвармалла: «Земство фельдшерĕ» программа — çамрăк специалистсене пулăшу кÿмелли мера. Вăл пулăшнипе ял больницисем кадрсем çитменнин ыйтăвне татса параççĕ.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *