Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Рейдсем иртеççĕ

Рейдсем иртеççĕ

Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ график тăрăх кашни эрнекун ведомствăсем хушшинчи каçхи рейдсем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ — çул çитменнисем çĕрле обществăлла вырăнсенче пулнине тата урамра çÿренине тупса палăртасси.

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче РФ ШĔМ-ĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн полицин участок уполномоченнăйĕсен пайĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин начальникĕн çумĕ Л. Антонова, Ачча территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан М. Порфирьева тата çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссин тĕп специалист-эксперчĕ Л. Терентьева çакăн пек рейда тухнă.

Вĕсем Ачча, Пайкилт, Ăвăспÿрт Кипеч, Вăтакас Кипеч, Ухман территори округĕсене кĕрекен ялсене тĕрĕсленĕ: çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире профилактика учетĕнче тăракан çемьесем тата çул çитмен çамрăксем патне килĕрен пынă, 23 сехет хыççăн ялти клубсене, ача-пăча тата спорт площадкисене, çамрăксем пухăнакан вырăнсене тĕрĕсленĕ, саккуна пăснă тĕслĕх- сене тупса палăртман.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин 2009 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 43 №-лĕ Саккунĕн 5 статйипе килĕшÿл-лĕн ачасен çĕрле обществăлла вырăнсенче, урамра, алкоголь продукцийĕпе сутă тăвакан кану объекчĕсенче ашшĕ-амăшĕсĕр

çÿреме юрамасть. Унсăрăн ашшĕ-амăшĕн саккунпа килĕшÿллĕн явап тытма тивĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *