Главная > Публикации > Телевизорпа кăтартнă

Телевизорпа кăтартнă

«Туслăх» фольклор ушкăнĕ «Чăваш Ен» телеканалăн куравçисене пухнă пуян опычĕпе паллаштарнă.

Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнне (ертÿçи Вероника Иванова) районта, республикăра пĕлменнисем çук та пуль. Республика тулашĕнче те ăна чылайăшĕ пĕлеççĕ. Асăннă туслă ушкăн тĕрлĕ мероприятисене мехел тупса хутшăнать, куракансене чăн чăваш юрри-ташшисемпе, илемлĕ тумĕпе илĕртет, савăнтарать.

«Чăваш Ен» телеканал çинче «Ирхи тĕпел» кăларăма ертсе пыракан Марина Карягина журналист çак кунсенче пултаруллă артистсене ăш пиллĕ тĕпеле йыхравланă.

Кăларăма Вероника Иванова иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе, ушкăнри хастар чăваш хĕрарăмĕпе Вероника Долматовăпа çитнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *