Главная > Публикации > Тутарстанри уява хутшăннă

Тутарстанри уява хутшăннă

Юмансарти культура çурчĕ çумĕнчи «Юманлăх» фольклор ансамблĕ тата çамрăксен «Илем» вокал ансамблĕ Тутарстан Республикинче иртнĕ чăваш культурин фестивальне — «Кĕрхи сăра» уява хутшăннă.

«Кĕрхи сăра» — ĕлĕкрен пыракан чăваш халăх уявĕ. Ăна тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ хыççăн паллă тăваççĕ. Уяв вăхăтĕнче чăвашсем мĕн авалтан пĕрле пуçтарăнса çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, Турра тухăçшăн тав тунă, хăнасене сăрапа тата халăх апат-çимĕçĕпе сăйланă, юрласа-ташласа савăннă.

Халĕ те Тутарстанри уяв питĕ хаваслă иртнĕ. Пуçтарăннисем чăваш тĕррисен, халăх ремеслисен ăстисен ĕçĕсен, чăвашла тумлантарнă пуканесен куравĕсемпе интересленсех паллашнă, тĕрлĕ ăсталăх класĕсене хутшăннă.

«Илем» тата «Юманлăх» коллективсем хăйсен пултарулăхне кăтартса Тав çырăвне тата асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *