Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи алхаснă çулсенче чылай Совет салтакĕ паттăрла пуç хунă. Вĕсен ÿчĕсем ют çĕрте тăванла вил тăприсенче выртса юлнă. Анчах та ячĕсем манăçа тухман. Тăван тăрăхра пурăнакан çывăх çыннисем киле таврăнайман паттăрсене чылай çул иртсен те шыраса тупаççĕ.

Вырăскас Пикших ялĕнче çуралнă Василий Павлов Тă-ван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтак. 1944 çулта Эстони çĕрĕ çинче пынă хаяр çапăçусенче вăл ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Унăн ÿтне паттăрла пуç хунă ытти Совет салтакĕсемпе пĕрле Синимяэ поселокĕнчи 2-мĕш номерлĕ тăванла вил тăприне пытарнă.

Нумаях пулмасть асăннă вырăнтан сăваплă тăпра илсе килнĕ. Капсулăна Асхва ялĕнчи масар çинче вырнаçтарма Василий Павловичăн çывăх тăванĕсене Светлана Шишкинăпа унăн ывăлне Антона ирĕк панă. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятине йĕркелесе ирттерме Раççейри ветерансен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *