Четверг, 18 июля, 2024
Главная > Публикации > Мăкăр кĕперĕпе Китайран килнĕ туристсем паллашнă

Мăкăр кĕперĕпе Китайран килнĕ туристсем паллашнă

Канмалли кунсенче Мăкăр ялĕнчи чугун çул кĕперĕ çывăхĕнче халăх яланах йышлă. Туристсем унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килсе Мăкăр ялĕн илемĕпе киленеççĕ. Иртнĕ канмалли кун та курма килекенсен ушкăнĕсем пĕр-пĕрне улăштарсах тăчĕç.

Тутарстан Республикинчен çула тухнă ушкăн чи малтан килсе çитрĕ. Ăна Леонид Абрамов экскурсовод ертсе пычĕ. Хăнасене автобуссен чарăну лапамĕнче ялти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ. Туристсем артистсемпе пĕрле вăйă картине тăрса ташларĕç, унтан Вероника Иванова тĕрĕ ăсти хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç, асăнмалăх парнесем туянчĕç.

Ялти тавра пĕлÿçĕ Леонид Михайлов аякран килнĕ туссене кĕперĕн историйĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Унтан туристсем Сургут тата Брянск хулисенчен килсе çитрĕç. Китайран çула тухнă туристсене курма вара уйрăмах хавас пултăмăр. Мăкăр ялĕнчи Виадука тĕнче шайĕнче пĕлни пире, вырăнта пурăнакансене, мăнаçлăх туйăмĕ кÿрет.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *