Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Хунавран йывăç ÿстермешкĕн сахал мар вăй хумалла

Хунавран йывăç ÿстермешкĕн сахал мар вăй хумалла

Вырсарникун, авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче, вăрман ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç. Унччен маларах хамăр тăрăхри çут çанталăкăн капăр пурлăхне упраса хăварас тата чĕртсе тăратас енĕпе ĕçлекенсемпе вăрманта тĕл пулса калаçрăм. Унта мана Канаш лесничествине кĕрекен Сиккассинчи участок лесничествин производство участокĕн начальникĕ Николай Мурашкин илсе çитерчĕ. Çул çинче пынă хушăра Николай Александровича вăрманçăсен паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăм.

— Сиккассинчи участок лесничествине 10269 гектар вăрман кĕрет. Çак лаптăкăн пĕр пайĕ кÿршĕллĕ Тăвай тăрăхĕнче вырнаçнă. Халĕ унта шăпах вăрман мастерĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсем çамрăк юман хунавĕсене малалла ирĕккĕн ÿсме меллĕ услови туса параççĕ. Урăхла каласан, маларах ятарласа йывăç лартнă лаптăка хăйсем тĕллĕн ÿссе хунанă ытти йывăçран тасатаççĕ, — терĕ участок ертÿçи.

Вырăна çитсен пире вăрман хуралĕн яваплă ĕçченĕ Вячеслав Артемьев кĕтсе илчĕ. Вăл вăрманта тăрăшакан хастарсен ĕçне тĕрĕслесе хак парать.

— Юман ку вырăнта 8 гектара яхăн лаптăк çинче ÿсет. Ытти йывăç унăн хунавĕсене часах тавралла хупăрласа илет те малалла аталанма чăрмав кÿрет. Танлаштарма, юман çулталăкра 20 сантиметр ÿсет пулсан, ăвăс çак тапхăртах 2 метра яхăн тÿпенелле кармашать. Çăкапа шĕшкĕ тĕмĕсем те уçă вырăнта часах ÿссе аталанаççĕ. Вĕсенчен ирĕксĕрех хăтăлма тивет, — калаçăва хутшăнчĕ Вячеслав Владимирович.

Вăрман мастерĕсене çак яваплă ĕçе пурнăçлама юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем пулăшаççĕ. Туслă йышпа ĕç те ăнăçать, унăн хăвăртлăхĕ те ÿсет.

Кĕркунне çирĕп вăя кĕрсен вăрманçăсем ака уйăхĕнче лартнă хунавсене тĕпчесе хак парĕç, çу каçипе вăй илейменнисене çĕннисемпе улăштарĕç. Çавăн пекех килес çул çамрăк вăрман чĕртсе тăратмашкăн çĕр те хатĕрлесе хăварĕç, çуркунне çав лаптăк çинче лиственница лартма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *