Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр

Сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр

Аслă ăрури çынсене, тухса çÿреймен педагогика ĕçĕн ветеранĕсене уявпа килĕсене пырса саламласси пирĕн тăрăхра ырă йăлана кĕнĕ. Ăна эпир яланах çирĕп пăхăнса пыратпăр.

Мăкăрти культура çуртĕнче тăрăшакансем вĕрентекенсем патне кăçал та пысăк хаваспа çитсе килчĕç. «Туслăх» фольклор ушкăнне çÿрекенсем чи малтан Чапаев урамĕнче пурăнакан Елена Кузьминана саламларĕç, чĕрĕ чечек çыххи парнеленипе пĕрлех вăрăм кун-çул тата çирĕп сывлăх сунчĕç.

Елена Александровна хальхи вăхăтра ывăлĕн хÿттинче пурăнать. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, шкул директорĕ те пулнă.

Хăнасене ветеран савăнăç куççулĕпе кĕтсе илчĕ. Шкул ачисем саламлама килни вара уншăн кĕтмен парне пулчĕ. Чакаçри вăтам шкулта вĕренекенсем аслă ÿсĕмри педагога салам открытки тата парне пачĕç, ăшă сăмахсем каласа кăмăлне çĕклерĕç.

Такăрлатнă сукмакпа «Туслăх» ушкăн хастарĕсем Пушкин урамне çитрĕç. Унта хисеплĕ- рен те хисеплĕ тата юратнă ветеран Агнесса Иванова пурăнать. Вăл Мăкăрти 8 çул вĕренмелли шкулта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех пуçламăш классене вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пысăк опытлă вĕрентекенпе уйрăлма васкаман, каялла ĕçе чĕнсе илнĕ.

Ачасемпе ĕçлекенĕн чунĕ яланах çамрăк юлать теççĕ. Чăн та çаплах пулĕ. Пирĕн ума вашават та тарават çын тухса тăчĕ. Вĕрентекенĕн сăнĕ ăшшăн çиçни пире питĕ савăнтарчĕ. Кăçал Агнесса Ивановна авăн уйăхĕнче 94 çул тултарчĕ. Ăс-тăнĕ ветеранăн çирĕп, сывлăхĕ çине те ÿпкелешмест.

Паянхи кун вăл ывăлĕн çемйипе тата юратнă мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Мехел çитерсе вĕсене пулăшма тăрăшать. Мĕн çамрăкран ал ĕç тума юратнăскер халĕ те чăлха-алсиш, кофтăсем çыхать.

Хăнасенчен уяв саламне йышăннă май савăнăç куççульне пытармарĕ хаклă çын, ырлăх-сывлăхпа пурăнма пире пил пачĕ. Çапла, юратнă вĕрентекенĕм чылай вăхăт иртсен те чĕрере анне евĕр тăрса юлчĕ.

Ыр кăмăллăх акцине хутшăнакансен çулĕ малалла Кипеч урамне выртрĕ. Унта пирĕн педагогика ĕçĕн тепĕр сумлă ветеранĕ Елена Васильева пурăнать. Хăнасене курсанах тараватлăн уяв кĕрекине йыхравларĕ. Сĕтел хушшине вырнаçса ларсан шкул вăхăчĕсене аса илчĕ, мăшăрĕпе ачисене килте ăнланупа килĕшÿ вучахне тытса пынишĕн, юрат-нă ĕçре тĕрев пулнишĕн тав турĕ.

Елена Александровна Мăкăр шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пуçламăш классене вĕрентнĕ, чылай вăхăт шкул директорĕнче вăй хунă. Класс хыççăн класс кăларса çамрăксене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.

Аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май кил хуçи хăнасене техĕмлĕ чейпе тата тутлă кукăльпа сăйларĕ.

Уяв ячĕпе сире, хисеплĕ вĕрентекенсем! Çирĕп ăс-тăн, твĕçлĕ воспитани панишĕн, ачасене чĕререн юратнишĕн, малашлăха çул уçса панишĕн тата юратнă ĕçĕрте чуна парса вăй хунишĕн чĕререн тав тă- ватпăр, сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *