Четверг, 2 мая, 2024
Главная > Публикации > Пулас профессие палăртма пулăшать

Пулас профессие палăртма пулăшать

«Малашлăх билечĕ» проектпа килĕшÿллĕн Пайкилт шкулĕнче вĕренекенсем Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче пулнă. Унта вĕсем çĕвĕçпе платникĕн тата кану çурчĕнчи администратор ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллашнă.

Ăсталăх урокĕсене ирттернĕ хыççăн ачасем хăйсем те çĕвĕ машинисемпе станоксен умне тăнă. Хĕрсем Çĕнĕ çул салфеткисем çĕленĕ, каччăсем йывăçран шпага ăсталанă. Киле пурте асăнмалăх парнесемпе таврăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *