Главная > Публикации > Çулталăкра пĕр хутчен тĕрĕсленĕр

Çулталăкра пĕр хутчен тĕрĕсленĕр

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн тата ПНО ассамблейин йышăнăвĕпе 1988 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче çулленех Пĕтĕм тĕнчери СПИДпа кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Чăваш Республикинче ăна 1993 çултанпа палăртаççĕ. Этем кун-çулне кĕскетекен амакран хăтăлмалли майсемпе Канаш округĕн тĕп больницинче ĕçлекен тухтăр-инфекционист Анатолий Игнатьев паллаштарать.

– Анатолий Владимирович, СПИДпа кĕрешмелли кунăн тĕллевĕ мĕнпе çыхăннă?

– Унăн тĕллевĕ: ВИЧа сарăлма парас марри, унпа чирленĕ çынна хĕсĕрлессине сиресси, СПИДа пула пурнăçран уйрăлакансен йышне чакарасси тата унăн серепине лекнисене пулăшасси.

ВИЧ-инфекци – çыннăн иммунлă дефицичĕн вирусне пула аталанакан вăраха кайнă ерекен чир. Вăл иммун тытăмне хавшатать тата майĕпен аркатса СПИД синдромне куçать. Çавна пула ытти амак, иккĕмĕшле усал шыçă амаланать. Унăн диагнозне эпидемиологи, клиника тата лаборатори кăтартăвĕсем тăрăх палăртаççĕ. ВИЧ организмри тĕрлĕ шĕвекре пухăнать пулин те юнри, ар вăрлăхĕнчи тата кăкăр сĕтĕнчи хисепĕ чире сармашкăн çителĕклех. Амак ВИЧ-инфекци аталанăвĕн кирек хăш тапхăрĕпе нушаланакан çынран сыввине ар çыхăнăвĕ, юн урлă, амăшĕнчен пепкине варта аталаннă тапхăрта, çуратнă тата кăкăр ĕмĕртнĕ чухне куçать.

– Çак чир сарăлнин тĕп сăлтавĕ хăшĕ?

– Юн урлă чир ертнисем наркотиксемпе иртĕхекенсен хушшинче йышлă, сăлтавĕ – стерилизацилемен шприцпа, йĕппе укол туни, инфекцин ытти оборудованийĕпе е хатĕрĕпе усă курни. Стерилизацилемен инструментсемпе татуировка тунă тата косметика, маникюрпа педикюр процедурисене ирттернĕ чухне те унăн вирусĕ лекме пултарать.

Амак амăшĕнчен ачине куçассине сирмешкĕн çире пур тапхăрта тата çуратнă чухне антиретровируслă препаратсем ĕçни тата пепкене хими профилактики туни, кăкăр ĕмĕртменни инфекци лекес теветкеллĕхе 1-3 процента çити чакарать.

ВИЧ алă тытнипе, чуп тунипе, ÿсĕрнипе е сунасланипе, пĕрлехи савăт-сапапа усă курнипе сывă çынна куçмасть, туалетра е ваннăйра, бассейнра, транспортра ермест.

– ВИЧ-инфекцирен мĕнле хăтăлмалла?

– Хальхи вăхăтра вăл сипленми чир шутланать. Антиретровируслă препаратсем унăн вирусĕпе кĕрешсен те вĕсене тĕп тăваймаççĕ. Паянхи медицина СПИД аталанăвне вăхăтлăха кăна сирме пултарать: çапла тумашкăн пациентăн хаклă йышши эмелсене тăтăшах ĕçме тивет. Пуçаруллă пурнăç йĕркине тытса пыма тата ĕçлес пултарулăха сыхласа хăварма май паракан сиплев – тÿлевсĕр тата яланлăх.

– Апла тăк инкеке сирме пултарнинчен лайăхрах мел урăх çук та…

– Паллах. ВИЧпа кĕрешмешкĕн профилактика прививкисем тума, эмел препарачĕсемпе организмри вируса пĕтерме май килмен чухне профилактика уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кашни çыннăн сывлăха упрассишĕн хăйĕн тăрăшмаллине ăса хывмалла.

Унсăр пуçне сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, тухтăр патне вăхăтра çÿремелле тата ВИЧ тĕлĕшпе юна тĕрĕслеттермелле.

Асра тытăр: наркотиксемпе, психотроплă япаласемпе иртĕхни, ар çыхăнăвне тĕрлĕ çынпа кĕни – хăрушă инкек патне илсе пыракан теветкеллĕх.

Екатерина ЧЕРТЫНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *