Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > «Креативлă бизнес» номинаци çĕнтерÿçи

«Креативлă бизнес» номинаци çĕнтерÿçи

Çулталăк вĕçĕнче республикăра «Чăваш Енри çамрăк усламçă» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Хаклав комиссине пĕтĕмпе 84 ĕç тăратнă.

Тÿресем усламçăсен пултарулăхне 9 номинацире пăхса тухнă. Кашни ушкăнта пĕрер çĕнтерÿçе палăртнă. «Креативлă бизнес» номинацире Канаш тăрăхĕнчи Сергей Иванов çĕнтернĕ. Вăл йывăçран тĕрлĕ хатĕр ăсталаса сутать.

Вырăскас Пикших каччи, нимĕнле ĕçрен те ÿркенменскер, тăванĕсемпе пĕрле Асхва ялĕнче йывăçран япаласем тăвакан цех уçнă.

Усă куракан йывăçĕ те ăвăс е хурама мар — юман иккен. Кирлĕ пахалăхлă йывăçа Сергей Сергеевич Хусанти курттăммăн тавар сутакан базăра туянать иккен. Унта, вăл каланă тăрăх, юмансăр пуçне ытти йывăç та туянма пулать. Сăмахран, Америкăра ÿсекен мăйăр йывăçĕ. Ун диаметрĕ пĕр метртан та пысăкрах пулма пултарать. Сергей Иванов сĕтел-пукана, креслосене, интерьерта кирлĕ илемлĕ хатĕр-хĕтĕре Кавказра ÿсекен юманран тăвать. Сĕтел-пукан ăстин тата хаклăрах йывăçпа ĕçлесе пăхас кăмăл та пур.

Сергей Иванов обществăлла ĕçре те хастар. Пултаруллă арçынна Вырăскас Пикших шкулĕнче Ашшĕсен канашĕн председательне суйланă. Унăн икĕ ывăл, асли тăваттăмĕш класа çÿрет, кĕçĕнни кăçал пуçласа шкула кайнă. Шкулта экологи отрячĕ пур. Ачасем кашни çулах шкул пахчине шăнкăрч йăвисем çакаççĕ.

— Эсĕ ялта çуралса ÿснĕ пулсан, сан хăвăн тăван ялу аталантăр, илемлентĕр, чечеклентĕр тесе тăрăшмалла, — тет Сергей Сергеевич. — Пĕлтĕр, сăмахран, эпир тăваттăн Асхвари тата Вырăскас Пикших ялĕнчи урамсенчи ĕлĕк усă курнă ултă çăла тасатса тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Ман атте Асхваран, анне — Вырăскас Пикшихрен. Ман тахçанах çак ялсене тирпей-илем кĕртес ĕмĕт пулнă. Тумалли ĕçсем татах тупăнĕç-ха, — тет хастар чĕреллĕ çын.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *