Понедельник, 22 июля, 2024
Главная > Публикации > Китайри усламçăпа тĕл пулнă

Китайри усламçăпа тĕл пулнă

Канашри финанспа экономика колледжĕн студенчĕсем Китай Халăх Республикин усламçипе тĕл пулнă.

Сяо Кун пулас финансистсене хăйĕн бизнесĕ çинчен каласа кăтартнă. Студентсене усламçăн асăннă сферăри пĕрремĕш утăмĕсемпе аталану тапхăрĕ уйрăмах кăсăклантарнă. Вĕсем çавăн пекех хаклă хăна Китай экономикипе культури çинчен каласа панине те хаваспах итленĕ.

Тĕлпулу диалог формăпа иртнĕ. Çамрăксем хăйсен пулас профессийĕнче пулакан кăткăс самантсене çĕнтермелли усăллă канашсене ăша хывнă. Сяо Куна уçă калаçушăн тав тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *