Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕтĕм халăх Тăван чĕлхе кунне паллă тăвĕ.
Çавна май Чăваш Республикин Вĕрентÿ институчĕ «Тăван чĕлхене вĕрентес ĕçри чи лайăх тĕслĕх- сем» фестиваль ирттерĕ.
Регионсем хушшинчи 4-мĕш фестивале инçет çыхăну мелĕпе йĕркелĕç. Унта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен преподавательсем хутшăнма пултарĕç. Çавăн пекех хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче ĕçлекенсене те хапăл тăвĕç.