Канашри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Михаил Кошкин «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Михаил Борисович асăннă сферăра вăтăр çул ытла тăрăшать. Халĕ ветстанцире ветврач пулса ĕçлекен Людмила Данилова ертÿçĕн ĕçĕ-хĕпĕпе тĕплĕнрех паллаштарать:
_ Михаил Борисович Канаш тăрăхĕнчи выльăх тухтăрĕсен туслă ушкăнне 17 çул ертсе пырать. Ветеринар профессине вăл Хусанти Бауман ячĕллĕ ветеринари институтĕнче вĕренсе алла илнĕ. Пĕрле ĕçлекенсем пултаруллă ертÿçе хисеплеççĕ, çамрăк специалистсем ăна тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Палăртса хăвармалла, вырăнти ветеринарсем эпизооти лару-тăрăвне тĕрĕс йĕркелесе пынипе тата профилактика ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнипе Канаш тăрăхĕ республикăра ăнăçлисен йышĕнче тăрать. Михаил Кошкина патшалăх наградине хальлĕхе алăран паман-ха, ятарлă Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче алă пуснă.