«Пушкин картти» программа операторӗ улшӑнать. Ҫавна май ӑна ҫӗнӗрен кӑлармалла.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри картта хуҫисен ҫурри ҫак ыйтупа заявлени ҫырнӑ. Ҫӗннине «Госуслуги Культура» хушӑм е «Почта банк» сервис урлӑ раштавӑн 28-мӗшӗччен илме пулать. Вӑл кӑрлач уйӑхӗнчен ӗҫлеме пуҫлать.
Малтанхи пекех карттӑри 5 пин тенкӗ укҫана ҫулталӑк тӑршшӗпе тӗрлӗ культура учрежденийӗсенче усӑ курма пулать. Ҫак шутран 2 пинне – кинона кайма.

