Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > «Пурăн, вăрман!» кĕрхи акцине хутшăннă

«Пурăн, вăрман!» кĕрхи акцине хутшăннă

Раççейре «Пурăн, вăрман!» кĕркуннехи акци иртет. Унта хутшăнса çĕршывра пурăнакансем сад-пахча ĕрчетеççĕ, аллейăсем уçаççĕ, çĕнĕ вăрман лаптăкĕ чĕртсе тăратаççĕ тата ытти те. Нумаях пулмасть çак акципе килĕшÿллĕн Кайăкялĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнче улмуççи, груша, туя тата шăлан çырли хунавĕсене лартса хăварнă. Çак пархатарлă ĕçе медицина наукисен профессорĕ, писатель тата академик Николай Григорьев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ираида Петрова, Юрий Никитин библиотекарь, Лидия Яшкова вырăнти депутат тата Юрий Анисимов, Василий Чернов, Евгений Анисимов, Максим Захаров, Евгений Васильев, Петр Дмитриев, Анатолий, Валерий, Алексей Яшковсем, Мария Ильина, Юрий Иванов, Елена тарасова волонтерсем тата ыттисем хастар хутшăннă.
Пĕтĕм Раççейри «Пурăн, вăрман!» акцие хутшăннисем çĕр ытла йывăç хунавĕ лартса хăварнă. Кĕçех Çĕнтерÿ паркĕнче чăн-чăн улма пахчи çитĕнĕ, хăйĕн тутлă çимĕçĕпе ял халăхне савăнтарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code