Понедельник, 14 октября, 2024
Главная > Публикации > Ялта ĕçлесех пурăнма пулать

Ялта ĕçлесех пурăнма пулать

Хучел тăрăхĕнчи тавралăх чăннипех те питĕ илемлĕ. Кунта вăрманĕ те, çырми-çатри те, улăх-çаранĕ те çителĕклех. Çывăхранах чукун çул линийĕсем иртеççĕ. Халĕ, мĕнпур тавралăх тÿшек пек хулăн та кăпăшка юр айĕнче тĕлĕрнĕ вăхăтра, ял çумĕнчи вăрман хĕрринчи лаштра юмансем айне вырнаçнă çĕнĕ витере ĕнесем канлĕн мăшлатаççĕ.
Алешево ялĕнче пурăнакан Алексей Григорьев фермерăн ĕне вити вырнаçнă кунта. Пĕр енчен, вырăнĕ илемлĕ, тепĕр енчен, тислĕк шăрши-марши ял çийĕн саланмасть.
Хушма хуçалăхра ĕне выльăх, сысна, кайăк-кĕшĕк, чăх-чĕп тытакансен пушă вăхăт сахал. Выльăхсем пурте ача евĕр хуçинчен тимлĕх, юрату ыйтаççĕ. Ĕне е вăкăр усраса тупăш илесси çĕнĕлĕх мар паллах, çапах та ку ĕçе суйласа илекен çамрăксем тупăнсах тăраççĕ. Ялта ĕçлесе пурăнсах тупăшлă, ăнăçлă пулма пултарнине ĕнентереççĕ, малашлăха çирĕп шанăçпа пăхаççĕ. Алешевăри Алексей Григорьев та çак шухăшах çирĕплетет.
Илемлĕ, вăй питти каччă çăмăл ĕç шыраса хулана тухса кайман. Вĕренсе професси илсе хăй çуралса ÿснĕ вырăна таврăннă. Мăшăрланнă, хăтлă та капăр кил-çурт çавăрнă. Хуларинчен мĕнрен кая — темиçе хут лайăхрах та. Пахча çимĕçĕ те, улми-çырли те, сĕт юр-варĕ те хăйсен. Чи кирли — ĕçлеме кăна ан ÿркен!
—  Пирĕн килте аттепе анне эп астă- вассах выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Эпир, ача-пăча, вĕсене юратса пăхнă. Шкултан таврăнсан карта-витерен тислĕк кăларасси, выльăхсене апат парасси, çулла кĕтĕве çÿресси пирĕн ĕç пулнă.
Шкул хыççăн транспорт хатĕрĕсен инженерĕн специальноçне алла илтĕм. Çапах та манăн выльăхсемпе ĕçлес интерес пысăкрах пулчĕ курăнать, çавăнпах фермер ĕçне пуçласа яма тĕллев лартрăм. Район администрацийĕнче мана «Фермер ĕçне пуçăнакан» программа çинчен туллин ăнлантарчĕç. Бизнес-план хатĕрлесе конкурса тăратрăм, 2018 çулта харпăр хуçалăха аталантарма 2 миллион та 400 пин тенкĕ грант выляса илтĕм. Ку укçапа МТЗ-82 трактор, выльăх апачĕ хатĕрлекен техника, сĕт паракан ăратлă пушмак пăрусем туянтăмăр. Фермăна пысăклатрăмăр. Мăшăрпа пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр.
40 гектар çĕр çинче выльăх апачĕ туса илетпĕр. Утă-улăма, техникăна упрамалли сарайсем пур. Апат-çимĕç, улма-çырла пĕтĕмпех хамăрăн пахчаран, — тет Алексей Юрьевич.
Хальлĕхе хуçалăхра мăйракаллă 7 ĕне тата 4 вăкăр, пĕр сысна, пĕр сурăх. Ĕнесенчен ытларахăшĕ çывăх вăхăтра пăруламалла. Алексейĕн ĕмĕчĕ тата пысăкрах. Майĕпен вăл сăвакан ĕне йышне 24 пуçа çитересшĕн.
Çамрăксем нимĕнле йывăрлăха парăнмасăр ял хуçалăх отраслĕнче хавхаланса ĕçлени, хăйсен умне пысăк тĕллев-сем лартса вĕсене пурнăçлама ăнтăлни чăнахах та савăнтарать. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.

Ирина АНДРЕЕВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *