Вторник, Июнь 18, 2019
Главная > Публикации > Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ

Хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ

Ăшăтса пыракан çурхи çанталăк ака ĕçĕсене кунран-кун çывхартать. Хире тухиччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен вăрлăха кондицие лартса çитермелле, удобренипе çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем туянмалла, техникăна техтĕрĕслев кăлармалла тата ытти те.
Çурхи ĕçсене «Пионер» агрофирмăра та хĕрсе хатĕрленеççĕ. Графикпа техникăна унта ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче техтĕрĕслев кăлармалла. Механизаторсем çак яваплă тапхăр тĕлне хăйсен çумне çирĕплетнĕ тракторсемпе хушма агрегатсене тепĕр хутчен тĕрĕслеççĕ.
Кăçал çур акине «Хорш-НТ-10» ПРОНТО» ятарлă комплекс пуçласа хутшăнĕ. Ăна «Кировец К-744Р-2» трактор ĕçлеттерĕ. Агрофирмăра çурхи культурăсене 655 гектар çинче акма палăртаççĕ, вĕсенчен 250 гектарĕ пĕрчĕллĕ, ытти техника тата çу культурисем пулĕç.

Антонина ТЯМИНА
сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code