Четверг, Февраль 20, 2020
Главная > Публикации > Студентка Таньăсем — уявăн тĕп хуçисем

Студентка Таньăсем — уявăн тĕп хуçисем

Çитес шăматкун, кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Татьянăсем — хăйсен кунне, аслă шкулсенче вĕренекенсем вара Студентсен кунне паллă тăвĕç. Çав вăхăтрах çак уявăн икĕ витĕмĕ пĕр харăс пырса тивекенсем те пур. Вĕсем — студентка Татьянăсем паллах. Ÿкерчĕкре Канашри медицина колледжĕнче вĕренекен пулас медицина сестрисем: (сулахайран сылтăмалла) Татьяна Архипова, Татьяна Григорьева, Татьяна Иванова, Татьяна Семенова тата Татьяна Иванова. Пиллĕкĕшĕ те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, общество ĕçĕнче пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
Çак пикесенчен медицина енĕпе аслă пĕлÿ илес ĕмĕтлисем те пур. Çавăнпа та пулĕ колледжра мĕн вĕреннине ăша çирĕп хываççĕ, тавра курăмне, пĕлĕвне сывату ĕçĕпе çыхăннă хаçат-журнал вуласа ÿстереççĕ. Колледж хăйсене туслаштарнишĕн çав тери хĕпĕртеççĕ, унта вĕреннипе мăнаçланаççĕ.

Артемий МЯСНИКОВ
сăн ÿкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code