Суббота, 28 мая, 2022
Главная > Публикации > «Добрый лед» программăпа çĕнĕ хоккей курупки хута кайрĕ

«Добрый лед» программăпа çĕнĕ хоккей курупки хута кайрĕ

Иртнĕ эрнере Сухайкасси ялĕнче çĕнĕ хоккей курупки уçăлчĕ. Ăна Елена тата Геннадий Тимченкосем йĕркеленĕ ыр кăмăллăх фончĕн «Добрый лед» программипе килĕшÿллĕн хута янă. Пĕлтĕр кăрлач уйăхĕнче Сухайкассинче «Аттепе аннене тата хоккея юрататăп» çемье спорчĕн фестивалĕ иртрĕ, ун чухне «Сугай» хоккей клубне 475 пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç, унпа командăри хоккеистсем валли ятарлă тум илме йышăну тунăччĕ.

     Халĕ, акă, икĕ миллион тенке яхăн тăракан çĕнĕ хоккей курупки умĕнче тăратпăр, куракансем валли хăтлă трибунăсем вырнаçтарнă, çĕрлехи матчсем валли çутă хатĕрĕсем çакнă.
     Çĕнĕ объекта уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Чăваш Республикин Олимп резервĕсен спорт шкулĕн директорĕ, республикăн тава тивĕçлĕ тренерĕ, спорт мастерĕ, хоккей енĕпе Раççей Кубокне çĕнсе илнĕ тата икĕ хутчен чемпион ята тивĕçнĕ Олег Салтыков хутшăнчĕç.
     Савăнăçлă лару-тăрура хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн чи пĕрремĕш гола хапхана çапса кĕртме «Сугай» хоккей клубĕн тренерне Вячеслав Никитина ирĕк пачĕç. Çакнашкал ырă йăлана хоккей спорчĕн тусĕсем çĕнĕ объект хута кайнă чухне яланах çирĕп пăхăнаççĕ, тин пуçласа хăйĕн яка та çутă пăрĕ çинче йышăннă хоккей курупки çĕнĕ чемпионсене хатĕрлеме тата курăмлă çитĕнÿсемпе рекордсем тума пулăшса пытăр теççĕ. Биатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, депутатсен районти пухăвĕн депутачĕ Вячеслав Геннадьевич хăйне шаннă сумлă тивĕçе пурнăçланă хыççăн хоккей турнирне пуçларĕ.
     Сухайкасси ялĕнчи проекта пурнăçа кĕртес ĕçрен айккинче юлман тата пысăк тÿпе хывнă çынсене район тата ял тăрăхĕн администрацийĕсем тав сăмахĕ калатпăр, малашлăхра Канаш енрен паллă спортсменсем тухасса шанатпăр.

Инна ИВАНОВА
Галина АНДРЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code