Вторник, 17 мая, 2022
Главная > Публикации > Астăвăм стенипе стелла вырнаçтарнă

Астăвăм стенипе стелла вырнаçтарнă

Çĕнтерÿ кунĕнче Сухайкасси ял тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ тата тылра Çĕнтерĕве туптанă ял-йыша халалласа Стеллăпа Астăвăм стени уçнă.

   

     Çĕнтерÿ уявĕн митингне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, район пуçлăхĕ Сергей Шерне, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Павел Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Канаш хулипе Канаш тата Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Юрий Барышов, «ЭКРА» компани директорĕн право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Артем Владимиров, ял халăхĕ тата шкул коллективĕ хутшăннă.
     Уява пуçтарăннă кашни çын çитĕнекен ăрăвăн Çĕнтерÿ мĕнле хакпа килнине, ăна вăрçă хирĕнче тата тылра туптанă паттăрсене асра тытмаллине палăртнă. Çавăн пекех çакнашкал стеллăпа Астăвăм стенине вырнаçтарас ĕçре пысăк тÿпе хывакансене тав сăмахĕ каланă.
     Митинг стена умне чĕрĕ чечексем хунипе тата тÿпене мир кайăкĕсене — шурă кăвакарчăнсене вĕçтернипе вĕçленнĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code