Четверг, 8 декабря, 2022
Главная > Публикации > Пирĕн ветерансем чĕрепе те шел кăвар, чун хавалĕпе те паттăр

Пирĕн ветерансем чĕрепе те шел кăвар, чун хавалĕпе те паттăр

Хальхи вăхăтра районти ветерансен канашĕ пуçламăш 32 организацие пĕрлештерсе тăрать, йышра пĕтĕмпе 10263 çын. Вĕсенчен пĕри — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, Шăхасанта пурăнакан Назарова Мария Александровна.

     Ветеран организацийĕсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри — çамрăксене çарпа патриотлăх воспитанийĕ парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, Афганистанра, ытти «вĕри точкăсенче» çапăçнисен ячĕсене асăмлă тăвасси. Пирĕн районтан 12971 çын фронта тухса кайнă, 6405 çын ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче юлнă.
     Ветерансен организацийĕсем пуçарнипе, район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пулăшнипе кашни ялтах палăксене юсанă, чылайăшĕнче çĕнĕрен тунă. Кунсăр пуçне тата ялсенче çар машинисем е орудисем вырнаçтараççĕ. Акă, сăмахран, Атнаш, Асхва тата ытти ял тăрăхĕнче тупăсем лартнă. Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов генерал-лейтенант вĕреннĕ Янкăлч вăтам шкулĕн территорийĕнче çар вертолечĕ мăнаçлăн саркаланса ларать. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне Шăхасанти Çĕнтерÿ паркĕнче вăрçа хутшăннисен хушамачĕсене çырса Асăну стени лартнă. Ачча салинче çак ялта çуралса çитĕннĕ Совет Союзĕн Геройĕн, инженери çарĕсен генерал-майорĕн Антон Петрович Петровăн бронза бюстне выр- наçтарнă. Чакаç ял тăрăхĕнчи Мăкăрта Асăну стени çине «тыл ветеранĕсен», «вăрçă ачисен», «ĕç ветеранĕсен» ячĕсене çырнă. Канаш хулипе районĕн- чен 623 яш-кĕрĕм мирлĕ вăхăтра Афганистанри, Чечняри тата ытти «вĕри точкăри» çапăçусене хутшăннă. Шел те, 28 каччă çав çапăçусенче куçĕсене ĕмĕрлĕ-хе хупнă. Çак паттăрсен ячĕпе Ухманта, Уçырмара, Виçпÿртре, Мăкăрта тата ытти ялта 7 палăк, обелиск тата асăну плити вырнаçтарнă.
     Çитĕнекен ăрăвăн патриотлăх туйăмне çирĕплетес тĕлĕшпе музейсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Районти 14 шкулта çарпа ĕç мухтавĕн, тавра пĕлÿ музейĕсем ĕçлеççĕ. Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ шкулăн музейĕ пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
     Анат Сурăмри Кĕçтук Кольцов фронтовик поэтăн музейне уйрăммăн палăртас килет. Музея поэтăн тăван çуртĕнче уçнă. Ку музей иккĕмĕш «çуралнă кунне» ял хастарĕсем тăрăшнипе паллă турĕ. Вĕсен йышĕнче — Кăшнаруй ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Альвина Иванова, поэтăн тăванĕн хĕрĕ пулать. Ку музейра стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсенче 30 çул ытла службăра тăнă Н.М. Михайлов генерал-майора халалланă интереслĕ стендсем пур.
     Ветерансен организацийĕсем районти культура ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ветерансен пултарулăх коллективĕсем «Чун юрлать», «Çирĕп пирĕн çунатсем» республика тата Пĕтĕм Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнаççĕ.
     Ветерансен «Сÿнми вучах» хорне халĕ район тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Унта 30 ытла çын çÿрет. Халăх инструменчĕсен ансамблĕн ертÿçи П.Н. Николаев кăçал 91 çул тултарать. Хор çумĕнче çавăн пекех арçынсен тата хĕрарăмсен вокал ансамблĕсем те пур. Коллектива Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Стеклов ертсе пырать.
     2017 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Канаш районĕнчи ветерансен организацийĕ Республикăра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.
     Районти ветерансен канашĕн президиумне куллен пулăшса пынăшăн райадминистраци пуçлăхне Владимир Степанова, хулапа районти халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен пай начальникне Эльвира Яковлевăна, РФ Пенси фончĕн Канашри пайĕн ертÿçине Ольга Петровăна, çар комиссарне Юрий Барышова, вырăнти обществăлла организацисен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ветерансен пуçламăш организацийĕсен председателĕсене пурне те питĕ пысăк тав.

Виталий ПЕТРОВ,
районти вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн
председателĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code