Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Çăмăлах мар пĕрремĕш утăмсем тума, Апла пулин те кирлĕ мар пуçа усма

Çăмăлах мар пĕрремĕш утăмсем тума, Апла пулин те кирлĕ мар пуçа усма

Аграрлă регион

     Чăваш Ен аграрлă регион. Газ, нефть тата çут çанталăкăн ытти пуянлăхĕ çукран чăвашсем мĕн авалтан çĕр ĕçĕпе ĕçленĕ. Ял хуçалăх отраслĕ пирĕн республикăшăн паянхи кун та пĕлтерĕшлĕ. Ентешсем çĕр çинче ĕçлесе çулсерен пысăк кăтартусене тивĕçеççĕ, туса илнĕ тухăçа ытти регионсене кăна мар, ют çĕршыва та ăсатаççĕ.
     Юлашки çулсенче аграрипе çыхăннă тепĕр ен ? туризм вăй илсе пынине асăнса хăварас килет. Вăл яллă вырăнсенче йĕркелекен канăва кăна мар, турист унта туса ирттерекен сезон ĕçĕсене хутшăнма пултарассине те палăртать. Вырăс лингвисчĕ Дмитрий Ушаков словарьте «аграрлă» латин сăмахне «çĕр ĕçĕпе çыхăннă» тесе куçарни те агротуризм ăнлав пĕлтерĕшне тÿрремĕнех уçăмлатать.

Мĕн-ха вăл туризм?

     Специалистсем çын куллен тĕпленсе пурăнакан вырăнтан ытти тăрăха кĕске вăхăтлăха курма, канма е урăх тĕллевпе кайса килни тесе палăртаççĕ. Агротуризм — хуларан яллă вырăна çула тухнипе, унти çынсен йăли-йĕркипе паллашнипе тата çĕр ĕçне «тутанса» пăхнипе килĕшсе тăрать.
     Раççейре, Чăваш Енре тата пирĕн районта туризмăн çак енĕ хальлĕхе анлă сарăлма ĕлкĕреймен пулин те Европа çĕршывĕсенче (интернет уçлăхне тишкернĕ май) агротуризм анлă сарăлнă кану шутланнине вуласа пĕлме пулать. Яллă вырăнта пурăнакансем туристсен шучĕпе хуçалăхĕсене çирĕплетеççĕ, туса илнĕ продукцие тупăшлă вырнаçтараççĕ тата ытти те. Туризмăн çак тĕсĕ Европа çĕршывĕсен аграри экономикин секторне ырă витĕм кÿнине те палăртаççĕ специалистсем.

Унăн илĕртÿлĕхĕ

     Чи малтанах, канăва çемьепе лăпкăлăхра йĕркелеме май килнинче. Унтан — ял колоричĕ, таврари çут çанталăк илемĕ, вырăнти хутшăну, çĕр ĕçне явăçма май килни тата экологи енчен таса продукци.
     Европа моделĕ агротуризма çапларах курать. Вĕсем хăнасене фермер çурчĕсенче вырнаçтараççĕ, ирхи апатпа хăналама е тулли комплекспа савăнтарма пултараççĕ. Çавăн пекех турист апата хăй те пĕçерсе хатĕрлеме пултарать, кун пек чухне хăнасене пысăках мар коттеджсене хваттере яраççĕ.
     Кану, паллах, тутлă апат çинче кăна тытăнса тăмасть. Килнĕ çыннăн пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме тăрăшмалла. Лаша тытакансем ятарлă маршрутпа туристсене юлан утпа кăларса яма пултараççĕ, экстрима кăмăллакансене пулла е сунара илсе çÿреççĕ, çавăн пекех апат пĕçермелли комплекта хăйсене пуçтарса хатĕрлеттересси те пур кун йĕркинче. Кун пек чухне апат тути чăн та хăйĕн техĕмлĕхĕпе чылай уйрăлса тăрĕ. Ĕçрен хăраманнисем кил хуçисене хуçалăхра пулăшма пултараççĕ. Турист вырăнта йĕркелесе ирттерекен пĕр-пĕр пысăк уяв тĕлне çитсен кану тата та илемлĕрех, чылайччен асра юлмалла иртĕ.

Районта та канма пулать

     Кану йĕркелĕвĕнче çынсенне курса вĕренни пĕлтерĕшлĕ паллах, çав вăхăтрах хамăр енчен çĕннине те кĕртме манмалла мар. Пирĕн районти туризм базисем хăнасене мĕнпе тĕлĕнтерме тата тыткăнлама пултараççĕ-ха; Сухайкасси ялĕнче вырнаçнă «Фазенда» кану бази районта чи капмарри тесен те йăнăш пулмĕ. Унăн лаптăкĕ тата хăнасене сĕнекен ассортимент çулсерен ÿссех пырать. Канма пыракансем уçă тÿпе айĕнчи музейпа, ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçа сăнлакан хатĕрсемпе паллашма пултараççĕ. Уява хăтлă хăна çурчĕсенче е беседкăсенче йĕркелеççĕ. Кану базин территорийĕнчех тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк усраççĕ, экологи тĕлĕшĕнчен паха апат-çимĕçпе хăналаççĕ. Унта çынсем республикăри чылай районтан йышлăн канма килсе çÿреççĕ.
     «У лукоморья» кану вырăнĕ Александр Пушкин поэтăн сăввисенчи юмах тĕнчине сăнарлать. Çак илемлĕ вырăн Сиккассипе Маяк ялĕсем хушшинче вырнаçнă. Районти шкул ачисем вĕренÿ программипе вырăс классикĕ патне çитсен çак илĕртÿллĕ вырăна пĕрре мар çитсе курнă. Шывран тухакан пăхаттирсене, ылтăн пулла, кÿлĕ хĕрринчи ватă юман çинче вырнаçнă ăсчах кушакпа вутăш хĕре тата çурăк валашка умĕнче ларакан карчăка курсан юмахсен асамлă авăрне лекнĕнех туятăн хăвна.
     Яманкасси ялĕнчи «У Тăмы» утар вырăнĕ те хăнасене хăйне евĕрлĕхĕпе илĕртет. Алăкран кĕрсенех çынсене тĕлĕнтермĕш катемпи кĕтсе илет. Аллипе велосипед рулĕнчен çакланнăскер çил вăйĕпе хăй тавралла та çаврăнма пултарать вăл, çил алхасса тухсан пысăк хăвăртлăхпа пыракан байкера та аса илтерет. Çут çанталăк вăйĕпе кăсăкланакансене пысăках мар метеостанци хăй патне кăчăк туртать, унта çил хăш енчен тата мĕнле хăвăртлăхпа вĕрнине тĕпчесе пĕлме пулать. Çил вăйĕпе электричество токĕ тăвакан самолет та пур, шел, çĕрле çил лăпланнине пула пилот кабини çуталнине асăрхама çук. Çак хатĕрсене лавккара туянман, утар хуçи хăйĕн аллипе ăсталанă. Çак «наука» экспоначĕсене утара агротуризм илемне «астивме» килнĕ туристсен канăвне кăсăклăрах йĕркелес тĕллевпе вырнаçтарнă.

Вырăнти туризма çĕклеме май пур

     Чăнласах та, кашни кану вырăнĕн хăйĕн илĕртÿлĕх палли пулмалла. Пурин те пĕрешкел ен тата экспонатсем пулсан туристăн ыттисем патне пырса курма интерес çухалĕ. Кашни кану вырăнĕ тĕрлĕ ене тытса пырсан, çынсен çĕнни, курса тĕлĕнмелли тата çав вăхăтрах хавхалану туйăмĕпе ыттисене каласа кăтартмалли чылай пулĕ. Кун пек чухне ятарлă реклама та кирлĕ пулмĕ, халăх хушшинче çÿрекен ырă сас-хура çинчех вырăнти агротуризма çĕклеме май килĕ. Ара, темиçе çынран илтиччен хăвăн куçупа пĕрре пырса курнине мĕнех çитейтĕр. Кăмăла кайсан, килĕшнĕ кану вырăнĕ енне выртакан сукмака такăр тытса тăма та май килĕ.
     Агротуризм индустрийĕ патне таврăннă май çакна каласа хăварас килет. Кирек мĕнле пуçарăвăн та пĕрремĕш утăмсем тунă тапхăрта малашлăхĕ иккĕленÿллĕ. Анчах та ĕçе пуçăнса пăхмасăр вăл еплерех çулпа каяссине пĕлме çук. Ял туризмĕ пирĕн тăрăхра аталану çулĕпе чуптарасса е урăх сукмака суйласа илессе вăхăт çеç кăтартса парĕ. Эппин, пуçа усмасăр малалла!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code