Понедельник, 22 июля, 2024
Главная > Публикации > Пысăк тÿсĕм тата ăнăçу сунатпăр

Пысăк тÿсĕм тата ăнăçу сунатпăр

Чăнласах та, хамăр тăрăхра юлашки çулсенче кăнтăр енчи кайăк-кĕшĕке кăна мар, Çурçĕрте пурăнакан пăлансене те курма пулать. Хаçат-ра агротуризм темине çутатнă май унăн аталанăвĕнче çак экзотика уйрăмах пысăк вырăн йышăннине палăртса хăвармалла. Ара, Канаш енрех страуспа павлина, çавăн пекех Çурçĕр пăланне куçпа курма тÿр килни темрен те паха-çке.

Çĕнĕ Аччара пурăнакан Егор Васильевич патĕнче пирĕн корреспондент Василий Лапин темиçе хутчен те пулнă. Егоровсем хăйсен кил хуçалăхĕн- че тĕрлĕрен кайăк-кĕшĕк: страуссем – Африкăри тата Австралири, фазансем, павлинсем, цесаркăсем, чăхсем тытни çинчен вулакансене пĕрре мар çырса тĕлĕнтернĕччĕ вăл. Читлĕх- сенчи путенесем вара çулталăкĕпех çăмарта тăваççĕ иккен. Кил хуçи каланă тăрăх, пĕтĕмпе килте 200 ытла пуç кайăк-кĕшĕк. Ахальтен мар ĕнтĕ Егоровсен картишне Василий Степанович хăйĕн статйинче чăн-чăн кайăк пасарĕ тесе палăртнăччĕ.
Егоровсен килĕнче чи малтан «фараон» текен мăшăр путене йăва çавăрнă пулнă. Чернобыльти атомлă электростанцирен радиаципе сиенленсе таврăннă кил хуçи сывлăхĕшĕн путене çăмарти питĕ усăллă пулни çинчен хаçат-журналта вуласа пĕлнĕ. Путене çăмартипе кăна çырлахса ларман Çĕнĕ Аччари Чернобыль паттăрĕ. Часах вĕсен пысăк картишĕнче чăвашсемшĕн тĕлĕнтермĕш цесарка, павлин, фазан сассисем илтĕнме пуçланă. Пÿртри читлĕхре попугайсемпе хитре юрлакан канарейкăсем пурăнаççĕ.
Тепĕр тĕлпулура Егор Васильевич пирĕн корреспондента Çурçĕр пăланĕ- сем кÿрсе килни çинчен пĕлтернĕ-ччĕ. Туянас умĕн вăл Автономиллĕ Ямал-Ненец округне чукчасем патне ятарласа кайса килнĕ пулнă. Куç хывнă икĕ пăлана ?аçипе амине/ кĕтÿрен уйăрса ягель вырăнне утă çиме хăнăхтарнă, 40 кун хушши карантинта усраса çак мăшăр пăлана малтан Челябинска илсе çитернĕ, унтан фургонпа хапха умнех илсе килсе панă. Майĕпен кунти пурнăçа хăнăхнă çĕнĕ мăшăр. Малтанлăха хăйĕнчен те ютшăннă вĕсем, кайран хăпарса ларма та хатĕр пулнă имĕш. Çулла шăна-пăван питĕ аптăратнă вĕсене. Аçин хырăм айĕ çара, ăна уйрăмах йывăр лекнĕ. Уçă витере çил çинче тăнă е шăна-пăван ан лартăр тесе картара вирхĕнсе чупса çÿренĕ. Пăлансен йышĕ тăватта та çитнĕ пулнă: аçипе ами тата икĕ пăрăвĕ. Анчах та ÿссе аталаннă май пăлансем усалланса пынă, кил хуçине мăйракапа та тĕксе илме именмен. Шел пулин те, халĕ Егоровсем кил хуçалăхĕнче Çурçĕр пăланĕсене тытмаççĕ.
Егор Васильевич хуçалăхĕнче Иванпа Марье ятлă Африка страусĕ- сем те пулнă. Марье тем сăлтава пула урине амантнă — пусса ĕлкĕреймен, вилнĕ. Ивана, мăшăрсăр юлсан, стресс хытах аптăратнă. Виличчен пусас тенĕ. Вĕсене «çамрăксемпе» улăштарнă.
Эмусем те пур Егоровсен. Вĕсем февраль çурринчен çăмарта тума пуçлаççĕ. Кил хуçи инкубаторпа ларт-са чĕпĕсем кăларать, çăмартасем ытларах чухне тăрă пулнине палăртать. Çапах шутлă чĕпĕсем тухаççĕ. Çăмартасене килсе туянакансем те пур, вĕсем те çăмартасене инкубатора хураççĕ имĕш. Страуссен хуçине чĕпĕсем тухсан ырă хыпара шăнкăравласа пĕлтереççĕ.
Страус усракансем республикăра çук мар. Муркаш районĕнче çак пысăк кайăксене тытма ятарлă ферма та йĕркеленĕ, унта экскурсие кайса курни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ эпир. Страус усракансем пĕр-пĕрин хушшинче çыхăнăва тытсах тăраççĕ, вăрттăнлăхсене уçаççĕ, çĕнни пĕлеççĕ. Калăпăр, страусăн çăмартине йăваран илме пĕлетĕр-и-ха эсир. Ку вара питĕ кансĕр те кăткăс ĕç. Аçи кун пек чухне яхăнне те ямасть. Илме пырсан тапăнать.
Егор Васильевич каласа кăтартнă тăрăх, пĕрре хăй умĕнчех илсе тарас тесе картана кĕнĕ вăл, аçи çак самантра çăмартана урипе таптаса çĕмĕрнĕ. Икĕ хутчен çавăн пек хăтланнă вăл. Вара çăмартасене урăхла илме пуçланă. Апат панă чухне вĕсем кил хуçи хыççăн пыраççĕ, мăшăрĕ çав вăхăтра йăваран çăмартине илсе тарать.
Экзотика кайăк-кĕшĕкне тата чĕр чуна хамăр патăмăрта усрас тесессĕн темĕн те пĕлмелле тата кунсеренех вĕренсе пымалла. Пысăк кăмăл тата тÿсĕм пуррисем çеç вĕсемпе ĕçлесе кайма пултараççĕ, çак çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунатпăр вĕсене.

Артемий МЯСНИКОВ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *