Вĕрентÿ тытăмĕнче пĕр канăç та çук. Ачасене вĕрентнисĕр пуçне педагогсен тĕрлĕ конкурс-ăмăртура хăйсен пултарулăхне тĕрĕслемелле. Тинтерех кăна-ха районта «Çулталăк учителĕ», «Çулталăк воспитателĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссен финалĕсем иртнĕ.
«Çулталăк учителĕ» конкурса 13 вĕрентекен хутшăнчĕ, финала 5 педагог тухнă: Вероника Александрова (Вăрăмпуç шкулĕ), Александр Никоноров (Энтрияль шкулĕ), Светлана Никитина (Шăхасан шкулĕ), Елена Гордеева (Атнаш шкулĕ), Альбина Петрова (Ухман шкулĕ). Учительсем хăйсен предмечĕпе урок тата панă темăпа класс сехечĕ ирттернĕ. Шăхасан шкулĕн директорĕ Венера Изратова «Педагогăн професси стандарчĕ: кирлĕ-и вăл е çук;» темăпа дискусси конкурсĕ хатĕрленĕ. Пĕтĕмлетÿ тăрăх «Çулталăк учителĕ-2022» — Атнаш шкулĕн историпе общество пĕлĕвĕн вĕрентекенĕ Елена Гордеева.
«Чи лайăх класс ертÿçи» район конкурсĕн куçăмлă турĕнче 5 педагог тупăшнă. «Ачасемпе калаçасси» класс сехечĕсем ирттернĕ, темине ачасем хăйсем палăртнă. Конкурсантсем ачасенче çынлăх туйăмне аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă. Ухман вăтам шкулĕн 8-мĕш класс ертÿçи Татьяна Матвеева «Чи лайăх класс ертÿçи» пулса тăнă.
«Çулталăк воспитателĕ» конкурсăн финалисчĕсем кăçал çаксем: Уçырмари ача сачĕн воспитателĕ Надежда Андреева, Вăрăмпуç шкулĕн воспитателĕ Венера Александрова, Шăхасанти «Хĕлхем» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Николаева, Вырăскас Пикшихри ача сачĕн воспитателĕсем Ираида Виноградовăпа Наталия Левая.
Конкурсăн иккĕмĕш турĕн темисем çапла пулнă: «Ачасемпе ирттернĕ педагогика мероприятийĕ», «Манăн педагогикăри тупăм», «Çавра сĕтел».
Воспитательсем ачасемпе кăтартуллă занятисем ирттернĕ, мастер-класс кăтартнă. Педагогсен ăсталăхне сумлă жюри хак панă. Ун йышĕнче республикăри «Çулталăк воспитателĕ-2021» конкурса хутшăннă Сухайкассинчи вăтам шкул воспитателĕ Екатерина Александрова та пулнă. Çĕнтерÿçи — Надежда Андреева. Конкурсра мала тухнисен район чысне регион тапхăрĕнче хÿтĕлеме тивет. Саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!