Суббота, 20 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тăхăр регионтан 300 ытла спортсмен пуçтарăннă

Тăхăр регионтан 300 ытла спортсмен пуçтарăннă

Иртнĕ канмалли кунсенче Шăхасанти «Импульс» физкультурăпа спорт комплексĕнче маст-рестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Виç çĕр ытла спортсмен Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн йĕркеленĕ чемпионатăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Ăмăртăва пуçтарăннă хĕрсемпе каччăсене Канашри муниципаллă округăн пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламланă, пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу суннă.

Шăхасан салине спортсменсем Раççейĕн тăхăр регионĕнчен килнĕ, помост çинче кашни çаврăнăçулăхĕпе ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *