Четверг, 18 апреля, 2024
Главная > Публикации > Тимофеевсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 515 çул

Тимофеевсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 515 çул

Кăçал республикăри ĕç династийĕсене Çуркуннепе Ĕç уявĕнче чысланă. Мероприяти «Амазония» паркра иртнĕ. Тĕрлĕ сферăра çемьепе пысăк çитĕнĕве тивĕçнĕ хастарсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

Сцена çине çав кун чи лайăх 28 ĕç династийĕ хăпарнă. Вĕсен йышĕнче Канашри муниципаллă округран Тимофеевсен çемйи те пулнă. Тимофеевсен педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 515 çулпа танлашать. Çак туслă йышра çут ĕç отличникĕ те, тава тивĕçлĕ учитель те, вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ те пур.

Тимофеевсем Вырăскас Пикших шкулĕнче ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра ĕç династине Валерий Геннадьевич ертсе пырать, вăл ачасене пĕлÿ парас ĕçре 37 çул тăрăшать. Мăшăрĕ Рэмма Васильевна та учитель. Ывăлĕпе кинĕ те педагогика ĕçнех суйласа илнĕ.

Шкулта Тимофеевсен ĕç династийĕ малалла та çирĕп аталанса пырасса шанаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *