Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ

Ачалăхĕ йывăр вăрçă çулĕсенче иртнĕ

Нумаях пулмасть Çеçпĕл ялĕнче пурăнакан Ĕç ветеранĕ Иван Михайлович Михайлов 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна сумлă юбилейпа саламлама çывăх тăванĕсемпе пĕрле Çеçпĕл территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Ананьев тата Çеçпĕл ял библиотекин ертÿçи Галина Шадрова килчĕç. Ял хуçалăхĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, Çеçпĕл ял тăрăхне аталантарас ĕçре ырми-канми вăй хунăшăн грамота тата парне парса чысларĕç. Малашне те çут тĕнче илемĕпе, ачисемпе, мăнукĕсемпе киленсе те савăнса пурăнма çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунчĕç.

Иван Михайлович вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсене чăтса ирттернĕ. Çамрăк ăрăва пурăнма тата ĕçлеме майсем туса парассишĕн хăйĕн пурнăçне шеллемен. Вăл Уйпуç-Шĕкĕр ялĕнче 1933 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ-пе амăшĕ тăватă ачана кун çути парнеленĕ. Михаил Гавриловичпа Евдокия Алексеевна колхозра вăй хунă. Вăрçă пуçлансан кил хуçине фронта илсе кайнă. Ун чухне Иван саккăрта пулнă.

— Тăватă класс хыççăнах ĕçе кÿленнĕ: бригадăна çум çумлама тухнă, çур акине хутшăннă, каярахпа фермăра ĕçлеме тиврĕ. Валя йăмăка та нумай пăхнă, атте хаяр вăрçăран таврăнаймарĕ, — йывăррăн аса илет çав çулсене Ĕç ветеранĕ.

Иван шкулта лайăх вĕренсе пынă. Кашни çул Хисеп хутне тивĕçнĕ, хăйне ăс пухма пулăшнă вĕрентекенсен ятне те лайăх ас тăвать. Вăрçă хыççăнхи çулсенче колхозра ĕçленĕ хушăра Киря вăрманне каснă çĕре 3 хутчен хутшăннă, 4 çул тимĕрçĕре ĕçленĕ. 1954-1957 çулсенче салтакра пулнă, служба секретлă полкра иртнĕ.

– Салтакран таврăнсан колхозри строительсен бригадинче ĕçлеме тытăнтăм. Пĕлĕве ÿстерме Сĕнтĕрвăрринчи ял хуçалăхĕнче ĕçлеме хатĕрлекен ăстасен шкулне ячĕç. Унтан çулталăк вĕренсе килсен ялти клуба кирпĕчрен туса лартрăмăр. Çавăн пекех Çеçпĕлте, Матьшÿпе Малтикасра ĕне витисем купаларăмăр. 1976 çулта 10 класлă шкул тума тытăнтăмăр, ун хыççăн — ача садне. 1983 çулта арман хута кайрĕ. 20 çул арманçăра, çав хушăрах колхоз правленийĕн ревизи комиссийĕн председателĕнче ĕçлесе пытăм, — хаваспах аса илет хисеплĕ ватă.

1959 çулта Иван яла Çĕрпÿ районĕнчи Кăшаркасси ялĕнчен фельдшер пулса ĕçлеме килнĕ хĕрпе Алевтинăпа çемье çавăрать. «Ăçта ĕçлетĕн, çавăнта телейна тупатăн», — теççĕ халăхра. Алевтина Матвеевна пĕр вырăнта 36 çул ĕçлесе ял халăхне медицина пулăшăвĕ панă. Михайловсем 52 çул пĕрле пурăннă. Шел, Аля аппа (ялта çапла чĕнетчĕç ăна) чире пула çĕре кĕчĕ. Иван пичче платник ĕçне ăста пулнă, кăмака та хăех тунă вăл, чÿрече рамисем те ăсталанă. Унăн ĕç стажĕ – 46 çул, 1993 çултанпа тивĕçлĕ канура.

Ĕçчен çемье тăватă ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Пурте вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ хисеплĕ ватă кĕçĕн ывăлĕпе Олегпа пурăнать. Олег Иванович ялти шкул директорĕ пулса тăрăшать. Иккĕшĕ те арçын пулсан та вĕсен кил-çуртĕнче яланах тирпейлĕх хуçаланать. Ытти ачисемпе мăнукĕсем аяккарах пулсан та тăван килне час-часах килсе çÿреççĕ.

90 çул – питĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ пулăм. Кашни çыннах пÿрмен çак çула çитме. Иван Михайловича çирĕп сывлăх тата иксĕли вăй-хал сунатпăр.

Галина ШАДРОВА,
Çеçпĕл ял библиотекин заведующийĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *