Воскресенье, 19 мая, 2024
Главная > Публикации > Умра — тĕрĕслев экзаменĕсем

Умра — тĕрĕслев экзаменĕсем

Тунтикун Канашри муниципаллă округри шкулсенче 9-мĕшпе 11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче муниципалитетри пĕлÿ çурчĕсенчен 320 ача — пĕтĕмĕшле, 116-шĕ вăтам пĕлÿ илсе тухĕ.

Шăхасан вăтам шкулĕнче юлашки шăнкăрав 11-мĕш класра пĕлÿ илнĕ 18 вĕренекеншĕн тата 9-мĕш каласра ăс пухнă 39 ачашăн янăрарĕ. Шкултан вĕренсе тухакансене муниципалитет пуçлăхĕ Сергей Михайлов саламларĕ, экзаменсене ăнăçлă тытса чун туртакан профессие алла илме сунчĕ, унтан тăван Канаш тăрăхне таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ.

Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсен умĕнче шкул директорĕ Венера Изратова, округри депутатсен пухăвĕн ертÿçи Сергей Шерне, территори пайĕн ертÿçи Владимир Руссков тата вĕрентекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕ тухса калаçрĕç. Вĕсем шкултан вĕренсе тухакансене умри йывăрлăхсене тивĕçлĕн çĕнтерсе пыма, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *