Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Питравра вăййа тухнă

Питравра вăййа тухнă

Маякри ял клубĕнче Питрав кунне хаваслăн уявланă.

Ялти хастарсем пуçарнипе чăваш кĕписем тумланнă ял çыннисем пуçтарăнса вăййа тухнă, карталанса юрă хыççăн юрă шăрантарнă, чăваш халăхĕн авалхи вăййисене аса илсе вылянă. «Çерем ватса вир акрăм», «Асамат кĕперĕ» вăйăсем пуçтарăннисене уйрăмах килĕшнĕ.

Купăс сасси пурне те пĕр çĕре пуçтарсан урам тăрăх юрăсем ян кайни аваллăха илсе кайнăнах туйăннă. Ваттисем те, вĕттисем те уявран айккинче юлман.

«Авалхи уявсене асра тытни хамăрăн историне пĕлме, культурăна, йăла-йĕркене, тăван чĕлхене упрама пулăшать. Ĕлĕкхи йăласене пулас ăрăва та парса хăварма тăрăшăпăр», _ палăртнă мероприятие йĕркелекенсем.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *