«Çул-çÿревçĕ кĕнеки» проект Канаш тăрăхĕнче ăнăçлă пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн шкул ачисем республикăри паллă тата интереслĕ вырăнсене тухса çÿреççĕ.
Çĕннине пĕлнипе пĕрлех вĕсем хăйсен тавра курăмне аталантараççĕ, курни-илтни çинчен вара ыттисене каласа кăтартаççĕ.
Пайкилт шкулĕнче вĕренекен çул çÿревçĕсем çак кунсенче Шупашкар тăрăхĕнчи «Ивушка» питомнике çитсе килнĕ. Унта çитĕнтерекен йывăç-хунавпа паллашнă, агротехника вăрттăнлăхне ăша хывнă. Çавăн пекех мĕн кĕркуннеччен тулăх çимĕçпе савăнтаракан паха сортсен пылак çырлисене тутанса пăхма пултарнă.