Вторник, 5 ноября, 2024
Главная > Публикации > Çывхарса килекен уявпа саламлатпăр

Çывхарса килекен уявпа саламлатпăр

Вырсарникун траснпорт отраслĕн ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăвĕç.

Хаçат тусĕсене журналистсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен хастарсемпе — округ администрацийĕн ăста водителĕсемпе паллаштаратпăр. Вĕсемпе пĕрле эпир муниципалитетра иртекен кашни мероприятие кĕске самантра çитсе килетпĕр, çĕнĕ хыпара вулакан патне оперативлă çитерме тăрăшатпăр.

Сăн ÿкерчĕкре сулахайран пĕрремĕшĕ — Олег Микушин, вăл çак туслă ушкăн ĕçне йĕркелесе пырать, шанчăклă тата юсавлă техникăпа водительсене кашни ир рейса кăларса ярать. Сылтăмалла: Юрий Сергеев, Алексей Банкрашков, Александр Тарасов, Владимир Миронов тата Сергей Колосков водительсем. Вĕсем хăйсен ĕç вырăнĕнче нумайранпа тăрăшаççĕ, чăн-чăн профессионалсем пулнипе палăрса тăраççĕ.

Журналистсен ĕçне çăмăллатма пулăшакан çывăх юлташсене çывхарса килекен професси уявĕ-пе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те килĕшÿре тата ăнланура ĕçлесе пырасса шанатпăр.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *