Понедельник, 4 марта, 2024
Главная > Публикации > Хăнасене капăр тумпа татаюрă-ташăпа тыткăнларăмăр

Хăнасене капăр тумпа татаюрă-ташăпа тыткăнларăмăр

Мăкăрти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ Мускаври ВДНХра хăйĕн пултарулăхĕпе хăнасене савăнтарчĕ.

Нумаях пулмасть «Раççей» курав-форумра Чăваш Республикин кунĕ иртрĕ. Çав кун курма пынисене пирĕн юратнă Чăваш Ен республикăн тата унта пурăнакан халăхăн пуянлăхĕпе паллаштарчĕ.

Мускавра иртнĕ уява пирĕн те хутшăнса ăна пуянлатма май килчĕ. Палăртнă кун туслă ушкăнпа çула тухрăмăр. Кăмăлсем пурин те хавас. Тĕп хулара пире ентешсем кĕтсе илчĕç, йĕркелÿ саманчĕсемпе паллаштарчĕç. Хамăра пулăшса пынă хисеплĕ ентешĕмĕре Николай Степанова чăваш тĕрри тĕрлесе вырнаçтарнă сыхлав палли парнелесе хавхалантартăмăр.

Чăваш тухйи айĕнче эпир те хамăрăн чăваш тĕрриллĕ капăр тумсемпе курма килнĕ çынсене тыткăнларăмăр, чăваш юрри-ташшипе савăнтартăмăр. Чăваш тĕнчипе паллашма кăмăл тунă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ хăнасене ташша çавăртăмăр.

Хăнасем чăваш тĕрриллĕ çи-пуçпа интересленсе кашни утăмрах асăнмалăх сăн ÿкерчĕк турĕç. Çулçÿреве тухса куравпа паллашни фольклор ушкăнне çÿрекен кашни çыншăн пысăк савăнăç пулчĕ. Мĕн чухлĕ ырă, çĕнĕ шухăш-ĕмĕт çуралчĕ кашнин чĕринче.

Чăвашлăха, чăваш халăх пуянлăхне упрас килет, пухнă опыта çитĕнекен ăрăва парса хăварас килет.

Вероника ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code