Воскресенье, 28 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кăтартусене тата та лайăхлатăпăр

Кăтартусене тата та лайăхлатăпăр

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Канашри муниципаллă округра 17 ял хуçалăх организацийĕ ĕçленине шута илнĕ. Вĕсенчен 12-шĕ тулли мар яваплă пĕрлĕх статуса тытса пырать, 3-шĕ — ял хуçалăх кооперативĕ, 1 — колхоз тата потребительсен 1 кооперативĕ пур. Çавăн пекех ял хуçалăх отраслĕнче 60 хресчен-фермер хуçалăхĕ регистрациленнĕ. 17782 çын килĕсенче уйрăм хушма хуçалăх тытать.

Кăçал Канаш енри çĕр ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕсене 31833 гектар çинче туса ирттернĕ. 2022 çулхипе танлаштарсан — çак лаптăк 4 пин гектара яхăн сахалтарах.

Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20170 гектар çинче туса илнĕ, çитĕнтернĕ тухăçа уй-хиртен йăлтах пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсем çав шутра 5900 гектар йышăннă.

Çурхи тулла 12132 гектар çинче çитĕнтернĕ, урпана — 5493 гектар, ыраша — 862 гектар. Техника культурисен лаптăкĕсем 5072 гектар йышăннă, вăл шутран горчица — 1167 гектар, рапс — 1445 гектар, хĕвел çаврăнăшĕ — 2074 гектар.

Çĕр улмине 143 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 250 центнер тухнă. Иккĕмĕш çăкăра пĕтĕмпе 3,5 пин тонна чухлĕ пуçтарса кĕртнĕ.

Пахча çимĕç уйĕсем 18 гектар йышăннă, вăл шутран севок сухан — 10 гектар. Ăна 8 тонна пуçтарса кĕртнĕ, кашни гектартан вăтамран 80 центнер тухăç илнĕ. Купăстана 8 гектар çинче çитĕнтернĕ, 256 тонна пуçтарса илнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 320 центнерпа танлашнă.

1 условнăй выльăх пуçне 34,3 центнер апат единици хатĕрлесе хăварнă. Утта 6200 тонна типĕтсе кĕртнĕ, сенажа 12500 тонна янтăланă, силоса 2300 тонна хывнă.

Патшалăх пулăшнипе кăçал 11 уйăхра ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 49,64 миллион тенкĕлĕх 18 единица техника туяннă. Çак йышра «Пионер», «Хучель» пĕрлĕхсем, Герасимовпа Никонов фермерсем тата ыттисем пур.

Инвестици проекчĕсене те уйрăммăн пăхса тухар.

Хальхи вăхăтра Канаш тăрăхĕнче выльăха пусса тирпейлемелли комплекс тăваççĕ. Унăн проекчĕ 20 миллион тенкĕпе танлашать. Евгений Матьянов усламçă ăна кăçал ĕçе кĕртме палăртать.

Киров ячĕллĕ ЯХПК 600 пуç выльăх валли сĕт çу комплексĕ тăвас тĕллевлĕ, унăн сумми 218,452 миллион тенкĕ. Проекта килес çул хута ямалла.

«Канаш-Агро» 47 миллион тенкĕпе усă курса тырă типĕтмелли комплекс тăвасшăн тата тырă упрамалли склада юсаса йĕркене кĕртесшĕн.

Никонов фермер 100 пуç вырнаçмалăх вите тума тытăннă, проект виçи 15 миллион тенкĕпе танлашнă.

«Мелилотус» производство кооперативĕ пекарня тума палăртать, хальлĕхе унăн проект виçине 20 миллион тенкĕлĕх хакланă, килес çул хута ярас тĕллевлĕ.

«Цивиль» пĕрлĕх тырă йышăнмалли икĕ йĕтеме юсать, инвестици проектĕнче çакăн валли 6 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.

Канаш тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕхпе 7 ял хуçалăх организацийĕ тата 18 хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçлет.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 3527 пуçпа танлашнă. Вăл шутран ĕнесен йышĕ — 1272 пуç.

Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 324,5 тонна аш-какай туса илнĕ. Сĕте 10 уйăхра 5498,8 тонна суса илнĕ. Чылай хуçалăхра сăвăм виçи ÿснĕ.

Чÿк уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ял хуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 31039,2 тенкĕпе танлашнă.

11 уйăхра професси тупăшĕнчен налук тÿлесе тăма килĕшнисем (самозанятыйсем) патшалăх пулăшăвĕпе ăнăçлă усă курнă. 18-шĕ ĕне-выльăха пăхнă чухне пулнă тăкаксене 371000,0 тенкĕ чухлĕ каялла тавăрма пултарнă.

11-шĕ техника туяннă чухне пулнă тăкаксен 1440698,0 тенкине саплаштарнă.

12-шĕ 15 ĕне туянса тунă тăкаксен 1033044,0 тенкине каялла тавăрнă.

2 çын удобрени илме тата пĕр çын хурт-хăмăрпа ĕçлеме патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă.

Килес çул усă курман çĕрсене 870 гектар çинче пусă çаврăнăшне кĕртме палăртатпăр. Кăçал 816 гектар çинче çерем уçнă пулнă.

Çитес вăхăтра «Канашский» чăх-чĕп фабрикинче çăмарта тăвакан чăхсен шутне 400 пин пуçа çитерес тĕллевлĕ. Паянхи куна çĕнĕ инвестор 95 пуç чăх чĕппи кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра фабрикăра чăх-чĕп витисене юсаса çĕнетеççĕ.

Никонов фермер патĕнче выльăх-чĕрлĕх витине хута янă хыççăн Канаш тăрăхне ăратлă 10 пушмак пăру кÿрсе килме палăртатпăр.

Виктор ВАСИЛЬЕВ,
ял хуçалăх пайĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *