Вторник, 10 декабря, 2024
Главная > Публикации > Кил-тĕрĕшри хĕрарăм ĕçĕ ачаллах ун çине тиеннĕ

Кил-тĕрĕшри хĕрарăм ĕçĕ ачаллах ун çине тиеннĕ

Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пайкилт ялĕнче пурăнакан Анастасия Федотова 102 çул тултарни çинчен çырса пĕлтернĕччĕ. Халĕ вулакансене Анастасия Никитичнăн пурнăç кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарар.

«Хамăн вăрăм ĕмĕрте мĕн кăна курмарăм тата тÿссе ирттермерĕм пулĕ. Вăрçă çулĕсем уйрăмах асаплă пулчĕç. Çав синкерлĕ пулăм çĕршывра пурăнакан кашни çынна пырса тиврĕ, йывăр пулсан та тÿснĕ, чăтнă, яланах çутă тата телейлĕ малашлăха шаннă», — çапларах пуплет пурнăçри тумхахлă кун-çулне тишкернĕ май кинемей.

Анастасия Никитична 1922 çулта Çĕнĕ Мами ялĕнчи Никитинсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Вĕсен пĕр хĕр те ултă ывăл çитĕннĕ. Наççа саккăр тултарсан амăшĕ çĕре кĕнĕ. Çав çулхинех пиллĕк-ри тата çулталăк тултарайман икĕ шăллĕ пурнăçран уйрăлнă. Масар çинчен хыттăн макăрса таврăннине хальхи пек астăвать вăл.

Кил-тĕрĕшри хĕрарăм ĕçĕ йăлтах ун çине тиеннĕ. Ашшĕ-пе аслă пиччĕшĕсем ăна хĕрхеннĕ, пулăшма тăрăшнă. Çемьери йывăр лару-тăрăва пăхмасăр хĕр-упраç шкула çÿренĕ. Ялта тăватă класс вĕреннĕ, унтан Аслă Мами шкулне кайнă. Çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан пĕр вăхăт колхозра вăй хунă.

Вун çиччĕ тултарсан ял çамрăкĕсемпе пĕрле Мускава завода ĕçлеме тухса кайнă. Унта нумай вăхăт ĕçлеймен вĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă, çамрăксем пурте каялла тăван яла таврăннă.

Кĕркунне ялти вăй питти çынсене Тăвай районне окоп чавма янă. «Ялтан темиçе лашапа ăсатрĕç пире. Пĕччен пурăнакан старик патне вырнаçтарчĕç. Ĕçе ирхине сакăр сехетре пуçăнаттăмăр. Сивве, çил-тăмана пăхса тăман, пурте кĕреçесемпе шăннă çĕре таккаттăмăр. Мĕн чухлĕ çамрăк хĕр шăнса чирлерĕ унта. Киле йывăр чирлисене çеç яратчĕç. Ватă кил хуçи эпир ĕçрен таврăннă тĕле кăмакара çĕр улми пĕçерсе хуратчĕ, каçсерен пирĕн çĕтĕлнĕ çăпатасене юсатчĕ. Хăйĕн тăван ачисем пекех юрататчĕ вăл пире, пысăк тав ăна», — аса илет хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă самантсене Анастасия Федотова. Кайран вăл Иваново облаçĕнче торф кăларнă, вăрман каснă.

Çав йывăр тапхăр чунпа тата сывлăх енчен çирĕп çынсене пĕр шелсĕр «суйланă», тен, çавăнпах пулĕ Анастасия Никитична хăйĕн çирĕп кăмăлĕпе тата чăтăмлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерет. Ăс-тăнĕ çирĕп унăн, кил хушшинче те вăл хăй тĕллĕнех çÿрет.

Чăн та, пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар. Анастасия Никитичнăн пурнăçĕнче

ырри те, усалли те чылай пулнă, анчах та вăл лайăххине ытларах аса илме кăмăллать. Тен, çавăнпа унпа калаçма питех те çăмăл. Хăлхи япăх илтни пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва йĕркелеме кăшт чăрмав кÿрет, анчах та хутпа çырса парсан калаçу шăкăл-шăкăлах пырать.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *