Суббота, 17 октября, 2026
Главная > Публикации > Ҫуллахи кану вырӑнӗсем йӗркелҫҫӗ

Ҫуллахи кану вырӑнӗсем йӗркелҫҫӗ


Кӑҫал республикӑра 120 ҫуллахи кану вырӑнӗ йӗркелеме палӑртнӑ.
Вӑл шутра 8 пляж. 5-шӗ тӗп хулара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславкка тата Етӗрне тӑрӑхӗсенче – пӗрер.
Хальхи вӑхӑтра 72 кӳлӗ-пӗвене, юхан шыва тӗпченӗ. Ҫын пурнӑҫне сиен кӳме пултаракан ӑпӑр-тапӑртан малалла тасатаҫҫӗ.
Кашни пляжри лару-тӑрӑва «Хӑрушлӑхсӑр хула» программӑпа килӗшӳллӗн видеопа сӑнаса тӑрӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев муниципалитетсенче шыв хӗрринчи кану вырӑнӗсене васкавлӑн йӗркене кӗртме хушнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *