Главная > Ирина Андреева (Страница 3)

Суйлав çĕнтерÿçисем паллă

Авăн уйăхĕн 17, 18, 19-мĕшĕсенче эпир Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Сасăлав виçĕ куна пычĕ. Çак тапхăрта Канаш хулинче - 27, Канаш районĕнче 60 сасăлав участокĕ ĕçлерĕ.Яманкасси ялĕнче 223 суйлавçă шутланать. Вĕсенчен 90 ытла проценчĕ хăйсен пуласлăхĕшĕн тăрăшса суйлава килчĕ, шаннă кандидатшăн сассине парса бюллетеньсене

Подробнее

Олег Николаев: Васкавлă ветеринари пулăшăвĕн пĕлтерĕшĕ пысăк

Чăваш Ен Пуçлăхĕ çакăн çинчен ветеринари ĕçченĕсен кунне халалланă уявра каланă. Олег Николаев ветеринари службин ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă. «Тухтăр çынна сиплет, ветеринари тухтăрĕ - этемлĕхе» текен каларăш пур. Ку, чăн та, çапла. Чĕр чунсен чирĕсенесарăлма парас мар тесе эсир куллен-кун ĕçлетĕр. Тăван тавралăха хÿтĕлессине тÿпе хыватăр, выльăх-чĕрлĕхрен пахалăхлă продукци

Подробнее

Педагогсен августри канашлăвĕ иртрĕ

Августăн 27-мĕшĕнче Канаш районĕнче педагогсен йăлана кĕнĕ Августри конференци пулчĕ. Районти культура çурчĕн пысăк та хăтлă залне педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, паян вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекен учительсем пуçтарăнчĕç. Августри конференци вăл учительсемшĕн çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине пĕлтерекен мероприяти. Кунта иртнĕ вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕ- сене пĕтĕмлетеççĕ, çитменлĕхсене тишкереççĕ, çĕнĕ тĕллевсем палăртаççĕ.      Районти

Подробнее

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ шăнкăрав сассипе, пĕрремĕш класа каякансем пуçласа парта хушшине ларнипе асра юлать. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пирвайхи кунĕ учительсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачасемшĕн те пăлхануллă иртет. Пĕчĕккисен аслă юлташĕсемпе пĕрле пĕлÿ тĕнчи тăрăх ăнтăлмалла, каникулта канса вăй пухнă хĕрачасемпе арçын ачасен вара пĕр-пĕрне каласа памалли темĕн чухлех.      Пĕлÿ

Подробнее

Çур ĕмĕр ытла руль умĕнче

Районти АПК тытăмĕнче вăй хуракан аслăрах ăрури механизаторсен хушшинче Катекре пурăнакан Михаил Петрович Петрова пĕлмен çын çук та пуль, мĕншĕн тесен вăл 55 çул ытла руль умĕнче. Тивĕçлĕ канăва тухнăрапа вăхăт чылаях иртнĕ пулин те Михаил Петрович вырма вăхăтĕнче кашни çулах комбайн штурвалĕ умне ларать.      - Хамра вăй-хал пуррине

Подробнее

Чи кирли — çулсем иртсен те çемьере татулăх пурри

Августăн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин наградисемпе наградăласси çинчен» Указа алă пуснă. Унта сăмах ачисене тивĕçлĕ воспитани панă ашшĕ-амăшне патшалăх наградисемпе чысласси çинчен пырать. Документпа килĕшÿллĕн регионта пурăнакан 9 амăшне «Анне» Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн паллипе наградăланă. Канаш районĕнчен çак хисепе Имел ялĕнче пурăнакан Елена Наумова тивĕçнĕ.  

Подробнее

Кашкăрçырми 111 çула çитрĕ

Кашкăрçырми - Канаш районĕнчи чи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Пĕршенер ялĕнчен 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех куçса килсе тĕпленнĕскер кăçал 111 çул тултарнă. Ялта, Шелттем ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 38 хуçалăх, халăх йышĕ - 62 çын. Ытларах пайĕ - дачниксем.      Ялта ку таранччен социаллă пĕлтерĕшлĕ пĕр объект та пулман. Лавкка таврашĕ

Подробнее

Çĕнĕ йышши библиотека пулать

Чăваш Ен «Культура» наци проектне пурнăçлас ĕçе хастар хутшăнать. Ку проекта виçĕ наци проекчĕ кĕрет, вĕсенчен пĕри - «Культура хутлăхĕ». Унпа килĕшÿллĕн библиотекăсенче хăтлă условисем йĕркелеççĕ.      Маларах йышăннă планпа кăçал икĕ çĕнĕ саманари икĕ вулавăш уçăлмалла пулнă. Раççей Культура министерстви 2021 çулта тĕслĕх библиотекăсем тăвассипе ирттернĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх

Подробнее

Спортпа туслисем тупăшрĕç

Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Урожай» стадионта Физкультурниксен кунне халалласа Çуллахи ял спорт вăййисем пулчĕç. Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе йĕркеленĕ ял спорт вăййисенче ăмăртусем яланхиллех хĕрÿ иртрĕç.      Физкультурник кунне çынсем çÿлтен хистенипе мар, хăйсен кăмăлĕпе хутшăнни тÿрех палăрать. Пĕри те тепри хăйсен вăй-халне вăл е ку тупăшура тĕрĕслесе

Подробнее

Кĕр тыррисене ытларах акмалла

Кĕр тыррисем кирек мĕнле çанталăкра та тухăçĕпе кÿрентермеççĕ. Çавăнпа та хуçалăхсем çак чăнлăха тĕпе хурса кĕрхи культурăсене ытларах акса хăварма тăрăшаççĕ. Пĕр вăхăт ял хуçалăх предприятийĕсем ыраш акма пăрахнăччĕ. Халĕ, пăхатăп та, вăл хăйĕн сумне каялла тавăрса пырать. Чăваш поэчĕ Митта Ваçлейĕ калашле: чыс та мухтав ĕмĕр-ĕмĕре тарпа тăварланнă ыраш

Подробнее