Главная > Публикации (Страница 38)

Фермерсен сÿтсе явмалли чылай

Республикăра нумаях пулмасть фермерсен слечĕ иртнĕ. Унта ялсенчи вак тата вăтам агробизнесăн 200 ытла представителĕ хутшăннă. Мероприятие пуçтарăннисем çавра сĕтелсене хутшăнса отраслĕн аталанăвне, туса илекен продукцин экспортне, патшалăх пулăшăвне сÿтсе явнă. Çавăн пекех фермерсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă. «Тĕрлĕ пулăшу формисем урлă эпир фермерсен юхăмне пуçарса ятăмăр. Сыр тăвакансем, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем пирĕн

Подробнее

Хирте ĕç шавĕ шăпланмасть

Уйсенче тракторсен шавĕ пĕр самантлăха та шăпланмасть. Çитĕнтернĕ тухăçа вăхăтра та тăкаксемсĕр пуçтарса кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса çĕр ĕçченĕсем кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Округри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Çавăн пекех кĕрхи культурăсене акас, силос хатĕрлес ĕçсем те пыраççĕ. Çавна май çурла

Подробнее

Экологи акцийĕ иртнĕ

Раççейре çулсерен «Раççей шывĕ» экологи акцийĕ иртет. Ун вăхăтĕнче çынсем пĕрле пуçтарăнса юхан шывсен, пĕвесен, кÿлĕсен çыранĕсене тĕрлĕ çÿп-çапран тасатаççĕ. Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче çак акцие хутшăнса Ямаш территори уйрăмĕн администрацийĕн тата культура тытăмĕн ĕçченĕсем, Ямаш ялĕнче пурăнакансем субботник йĕркеленĕ. Хастарсем пĕве çыранĕсене тата çывăхри территорие пластик тата кĕленче савăтсенчен, пĕр хут

Подробнее

Рейдсем иртеççĕ

Канаш муниципаллă округĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ график тăрăх кашни эрнекун ведомствăсем хушшинчи каçхи рейдсем иртеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - çул çитменнисем çĕрле обществăлла вырăнсенче пулнине тата урамра çÿренине тупса палăртасси. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче РФ ШĔМ-ĕн Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн полицин участок уполномоченнăйĕсен пайĕн тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин начальникĕн çумĕ Л. Антонова, Ачча

Подробнее

Телевизорпа кăтартнă

«Туслăх» фольклор ушкăнĕ «Чăваш Ен» телеканалăн куравçисене пухнă пуян опычĕпе паллаштарнă. Мăкăр ялĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнне (ертÿçи Вероника Иванова) районта, республикăра пĕлменнисем çук та пуль. Республика тулашĕнче те ăна чылайăшĕ пĕлеççĕ. Асăннă туслă ушкăн тĕрлĕ мероприятисене мехел тупса хутшăнать, куракансене чăн чăваш юрри-ташшисемпе, илемлĕ тумĕпе илĕртет, савăнтарать. «Чăваш Ен» телеканал çинче «Ирхи

Подробнее

Тутарстанри уява хутшăннă

Юмансарти культура çурчĕ çумĕнчи «Юманлăх» фольклор ансамблĕ тата çамрăксен «Илем» вокал ансамблĕ Тутарстан Республикинче иртнĕ чăваш культурин фестивальне - «Кĕрхи сăра» уява хутшăннă. «Кĕрхи сăра» - ĕлĕкрен пыракан чăваш халăх уявĕ. Ăна тыр-пула пуçтарса кĕртнĕ хыççăн паллă тăваççĕ. Уяв вăхăтĕнче чăвашсем мĕн авалтан пĕрле пуçтарăнса çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçернĕ, Турра тухăçшăн

Подробнее

Кăшнаруйсем уявра савăннă

Ял çыннисен пысăк çемйишĕн ял уявĕ - тахçанах кĕтнĕ, асра юлакан хаваслă та ырă пулăм. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Кăшнаруй ялĕнче пурăнакансем пĕрле пуçтарăнса ялăн çуралнă кунне уявланă. Мероприятие уçса ăна йĕркелекенсем А.Егоров тата Е.Шакова спонсорсене тав тунă. Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Сергеева уявпа ăшшăн саламласа обществăлла ĕçе хастаррăн

Подробнее

Дружинниксем ăмăртнă

Нумаях пулмасть Канаш муниципаллă округĕнче «Чи лайăх дружинник» конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Çак конкурса халăх дружинисен ĕçне йĕркелессинчи паха опыта тĕпчес, пĕтĕмлетес тата анлăн сарас, обществăри йĕркене сыхлассинче пысăк кăтартусем тунă чи маттур дружинниксене палăртас, дружинниксен пĕлĕвĕсене тарăнлатас, çынсене обществăри йĕркене сыхлас ĕçе анлăн явăçтарас тĕллевсемпе йĕркеленĕ. Канаш муниципаллă округĕн администрацийĕ вырăнти

Подробнее

Юбилейне уявланă

Юрий Серафимович Алексеев 1953 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче Тури Юнтапа ялĕнче çуралнă. Унăн пурнăç çулĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ килсе тухнă. Янкăлч вăтам шкулне пĕтерсен 1970 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1975 çулта çак университета пĕтерсен ăна направленипе Шелттем вăтам шкулне ĕçлеме янă. Виçĕ çул

Подробнее

Ветеринар — ырă кăмăллисен профессийĕ

Ветеринари врачĕ – професси çеç мар, ку вăл - чун туртăмĕ. Ветеринар хăйĕн пациенчĕсене сăмахсăрах ăнланма, вĕсен ыратăвне чунпа туйма, вĕсене пулăшма пултарать. Ахальтен мар ветеринар ырă кăмăллă, пысăк чунлă çынсен профессийĕ теççĕ. Нумаях пулмасть çак хăйне евĕр ĕçре вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тунă. Патшалăх ветеринари службин Канаш районĕнчи

Подробнее