Çĕршыва хÿтĕлесси — пысăк чыс
Хальхи вăхăтра салтака каяс ĕмĕт-тĕллевлĕ яш-кĕрĕм йышĕ пысăк, вĕсем çар сумне лайăх ăнланаççĕ. Çар службинче пулнă каччăпа салтак атти тăхăнман яша танлаштарма йывăртарах – палăрмаллах уйрăлса тăраççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Раççей Федерацийĕн Федераци хÿтĕлевĕн Мускав Кремлĕн комендатурин Президент полкĕнче хĕсметре тăма суйласа илнĕ чă-ваш çамрăкĕсен йышĕ пĕчĕк мар, 200 ытла каччă
Подробнее