Вторник, 16 июля, 2024
Главная > Публикации > Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Чăваш Республикин Правительство çуртĕн-че 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Шанчăклă партнер» федераци конкурсĕн регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçисене савăнăçлă лару-тăрура наградăланă.

     Канаш районĕнчи потребительсен обществи «Обществăлла апатлану сферинчи шанчăклă партнер» номинацире чи лайăххи пулса тăнă.
     «Канаш райповĕ пирĕн шанчăклă партнер пулнă та, пулать те тесе шансах тăратпăр. Вăл çĕнĕ йышши интерактивлă хутшăну хатĕрĕсемпе усă курать. Электроэнергипе усă курнăшăн тÿлевсене вăхăтра куçарса парса энергетика отраслĕн аталанăвне хăйĕн тÿпине хывать. Çакă вăл регион экономикин аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ элеменчĕ пулса тăрать те. Çапла майпа вара эпир пурте тăван республикăн экономика аталанăвĕшĕн ĕçлетпĕр», — тенĕ «Чăваш энергосбыт компанийĕн» ĕç тăвакан директорĕ Александр Гончаров.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *