Пятница, 29 марта, 2024
Главная > Публикации > Техника управлăхĕпе паллашнă

Техника управлăхĕпе паллашнă

Ытларикун Патшалăх технадзор инспекцийĕн Чăваш Енри пуçлăхĕ Владимир Димитриев пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Сергей Михайловпа тата асăннă инспекцин районти ертÿçипе Олег Микушинпа пĕрле вĕсем «Пионер» агрофирмăна çитсе килчĕç.
Машинăпа трактор паркĕпе хăнасене хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Игорь Мазюков паллаштарчĕ. Çакна палăртса хăвармалла, кăçал «Пионер» агрофирма ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе йĕркеленĕ район конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Тĕп управленин республикăри инженер инспекторĕ Владимир Павлович Çĕнĕ Шелттемре çак ĕçе епле пурнăçланине хăйĕн куçĕпе курса хак пачĕ:
— Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем техникăна хĕллехи управа ГОСТпа килĕшÿллĕн лартнине çулсерен тĕрĕслесе хак паратпăр. Техника хакĕ йÿнĕ мар, хăш-пĕр хуçалăхра çĕннисемех уçă пĕлĕт айĕнче лараççĕ. Çут çанталăк витĕмĕ вара хăйĕн ĕçне тăватех, предприяти ертÿçисен ял хуçалăх техникин ĕмĕрне тăсассишĕн тăрăшмалла, çак тĕллевпе вĕсем валли шанчăклă управ йĕркелемелле. «Пионер» агрофирмăра пĕлтерĕшлĕ ĕç патне пысăк яваплăхпа пынине палăртса хăварас килет, вĕсем Канаш районĕнчи кăна мар, республикăри чылай ял хуçалăх предприятийĕшĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕн- че, — пĕлтерчĕ Владимир Димитриев çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code